АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăм – пурнăç илемĕ (Сельское хозяйство)

05 марта 2010 г.

Хĕрарăмăн хĕрĕх тĕрлĕ ĕç тума та алă çитет, тенĕ ваттисем. Эпĕ ку каларăша вĕсене пурнăçра йывăрлăх кÿрес шутпа мар, вĕсен пултарулăхĕпе чăтăмлăхне палăртас тесе илсе кăтартрăм. Хĕрарăм, кирек епле пулсан та, чи малтанах – пурнăç илемĕ тата Амăшĕ. Апла пулин те, ăна, хĕрарăма, обществăн пур сферинче те тăрăшнине курма пулать: ертÿçĕ те вăл, бизнесмен та, тухтăрпа вĕрентекен те, производствăра чунне парса ĕçлекен те...
Районти “Акконд-агро” обществăн ĕне выльăх комплексĕнче те сахалăнах мар ĕçлеççĕ хĕрарăмсем. Пурин пирки те тенĕ пекех ырăпа асăнаççĕ, хисеплесе кашнине ятран-шывран палăртаççĕ. Акă, машинăпа сăвакан операторсенех илĕпĕр. Тăваттăн вĕсем ĕнесем патĕнче: Полина Васильевна Семина, Галина Ивановна Новикова, Антонина Дмитриевна Антонова тата Зоя Николаевна Морозова. Малтанхи иккĕшĕ – Кушкă тата тепĕр иккĕшĕ Тăрмăш ялĕсенчен. Кашнин пиркиех чи ăшă сăмахсем тупрĕç комплексра ĕçлекен арçынсем. Антонина Антонова вара Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнине те уйрăммăн палăртрĕç. Ĕне пăхаканра нумайранпа тăрăшать вăл, унччен Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕнче дояркăра вăй хунă, халĕ икĕ çул – агрофирма комплексĕнче. Нăрваш Салинчи Наталия Николаевна Новикова кунтах çамрăк пăрусем пăхать, тÿрĕ кăмăлпа ĕçлет. Галина Владимировна Федотова скотник ĕçĕсене тĕплĕ пурнăçлать.
Хĕрарăм-специалистсенчен Галина Владимировна Павлова "Тăрмăш ялĕнчен" зоотехник-селекционер ĕçĕсене тăвать, çапла вара выльăхсен ăратлăхĕпе продуктивлăхне малалла лайăхлатса пырасси унран сахал мар килет. Вăл аслă пĕлÿллĕ специалист, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе халиччен те ĕçленĕ. Нумайăшĕ пĕлет ĕнтĕ, комплексра республика тулашĕнчен илсе килнĕ пысăк тухăçлă голштино-фриз йăхри ĕнесем усраççĕ. Халĕ вĕсем çĕнĕ вырăнта иккĕмĕш хут пăрулаççĕ. Ку вăхăтра кашни ĕне вăтамран 14 килограмм çурă сĕт антарать. Выльăхсен ăрат пахалăхĕсене чакармасăр малалла вăйлатса пырасси – комплексри специалистсен тивĕçĕ. Çак ĕçе Венера Геннадьевна Иванова техник-осеменатор та "Ураскасси ялĕнчен" тÿпе хывать. Типтерлĕ, опытлă специалист вăл. Ку енĕпе хăйсен тăван ялĕнчи хуçалăхра та чылай тимленĕ Венера Геннадьевна. Çавăнпа, ĕнесем вăкăршăн пулни палăрсан, вĕсен кăмăлне чи меллĕ самантра тивĕçтерет.
Ирина Николаевна Матвеева ветфельдшер кунта выльăхсене Валерий Петрович Григорьев тĕп ветврачпа пĕрле сиплет, профилактика ĕçĕсем тăвать тата ытти те. Пĕрлех пĕлĕвне те малалла ÿстерет, заочно йĕркепе ял хуçалăх академинче вĕренет.
Хĕрарăмсем комплекса хуралланă çĕрте те пур. Сăмахран, Валентина Павловна Дмитриева. Вăл, хăйĕн тĕп ĕçне тунисĕр пуçне, каçхинесенче ĕнесене пăрулаттарма та, ытти хăш-пĕр ĕçсене те хутшăнать. Паллах, чечексем те чĕртет. Кунта вĕсем специалистсен пÿлĕмĕсене те, çулла территорие те илем кÿреççĕ. Йывăç-тĕмсене те пурнăç панă комплексра ĕçлекенсем.
Хĕрарăмсем вара – хăйсем те пурнăç чечекĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика