05 марта 2010 г.
Ĕнер Тĕмерти вулавăшра Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшакансен пĕр ушкăнĕпе Тăвай район пуçлăхĕ Н.Иванов тĕл пулчĕ. Ăш пиллĕ калаçу вăхăтĕнче Николай Ильич ветерансене район пурнăçĕпе, малашнехи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене “Аслă Çĕнтерĕве – 65 çул” юбилей медалĕсене парса чысларĕ.
–Эсир хаяр вăрçăра çĕнтереймен пулсан тем пулатчĕ пирĕнпе, калама йывăр. Сире пурне те çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатăп,–терĕ Н.Иванов.
Пухăннисене çавăн пекех Тĕмер ял поселенийĕн пуçлăхĕ Г.Иванов, ветерансен вырăнти совечĕн председателĕ В.Петров саламларĕç.