АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун туртăмĕпе суйланă ĕç (Образование)

05 марта 2010 г.

Хăйĕн кун-çулне шкул ĕçĕпе çыхăнтарнăшăн пĕрре те ÿкĕнмест Тăвай шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Елизавета Ниловна Индюкова. Хăйне тĕрĕс çул суйласа илме пулăшнăшăн чи малтанах М.Г.Кирилловапа Е.Е.Леонтьева ячĕсене ырăпа асăнать вăл. Мария Гавриловна маншăн та шкулти анне пулнă. Ырă та ăшă чун-чĕреллĕ учителе эпир, вĕтĕр-шакăрсем, питĕ юрататтăмăр. Кашни ачапах пĕр чĕлхе тупма пĕлетчĕ, хамăрăн та ун пек пулас килетчĕ. Учитель пулас ĕмĕт çавăн чухнех çуралнă Лизăн та.
Аслăрах классенче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентме пуçланă Евдокия Егоровна мал ĕмĕтлĕ хĕрачан пуласлăхне тĕрĕс палăртнă. Вăл анлă тавракурăмлă тата çивĕч ăс-тăнлă вĕренекен хăй ирттерекен предмет патне туртăннине асăрханă. Тарăн шухăшлă сочиненисем тата диктантсене йăнăшсăр çыракан вĕренекене ыттисемшĕн яланах тĕслĕхе хунă.
«Унăн урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр. Вĕренес туртăм пысăк ачасемпе уроксем хыççăн юлса ĕçлетчĕ. Вăхăтне шеллеместчĕ, тепĕр чухне тĕттĕм те пулса каятчĕ, вăл киле кайма васкамастчĕ. Вун-вун çамрăк унăн çулне суйланинчен тĕлĕнмелли çук. Чăн-чăн вĕрентекенччĕ вăл»,– каласа парать Елизавета Ниловна.
Вăтам шкула лайăх паллăсемпе пĕтернĕ хĕршĕн малашлăх çулĕ паллă – Шупашкарти педагогика институчĕ, филологи факультечĕ.
Вăл вăхăтсенче аслă шкулсенче конкурс пысăккипе вĕренме кĕме йывăрччĕ: пĕр вырăна 5-6 çын е ытларах та. Экзаменсене “виççĕсĕр” тытнă пулсан та, студентсен йышне кĕме çур балл çитеймен Тĕмер хĕрне. Лиза хулари ача садне ĕçлеме вырнаçнă, пушă вăхăта библиотекăсенче ирттернĕ, пикенсех экзаменсене хатĕрленнĕ.
Тепĕр çулне çирĕп тĕллев тытнă хĕрĕн ĕмĕчĕ пурнăçланнă. Пултарулăхне кура ăна пĕрремĕш курсрах ушкăн старостине суйланă. Сăпай та сапăр чăваш хĕрне художествăпа графика факультетĕнче пĕлÿ пухакан Арзамас вырăсĕ Алексей Индюков куç хывнă. Диплом илнĕ çамрăксем çемье çавăрнă, Тăвай Енре тĕпленнĕ.
Учитель ĕçне 1977 çулта Амалăхра пуçланă Елизавета Ниловна, унтан Тĕмер шкулĕнче вăй хунă, 1996 çултанпа вара Тăвайри вăтам шкулта ачасене вĕрентет. Çамрăк ăрăва тарăн пĕлÿ парассишĕн, лайăх ăс-хакăллă çынсем тăвассишĕн вăй-халне шеллемест вăл. Чун туртăмĕпе суйланă ĕçе 32 çул чыслăн пурнăçласа пырать. Ăста педагог самана уттипе тан пыма, вĕрентÿ ĕçĕнче çĕнĕлĕхсемпе усă курма тăрăшать. Пĕрремĕш категориллĕ учитель нумай çул районти вырăс чĕлхипе литература учителĕсен методика пĕрлешĕвне ăнăçлă ертсе пычĕ.
Кашни ача шăпи пăшăрхантарать вĕрентекене. Класс ертÿçи тăтăшах ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулса калаçать, ырă канашсемпе пулăшса пырать.
Вĕрентекен ăсталăхне ачасем олимпиадăсене хастар хутшăнни тата мала тухни тăрăх та хак параççĕ пулĕ тетĕп. Акă, кăçалхи олимпиадăсен результачĕсене кăна тишкерер. Унăн вĕренекенĕ, 9 класри Люба Майраслова вырăс чĕлхипе районта çĕнтерсе, республикăра виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ. Маттур хĕрача ЧР Президенчĕн стипендине тивĕçрĕ. Тĕмер шкулĕнче вĕрентнĕ чух Клара Егоровапа Надежда Никитина Шупашкарти олимпиадăра малтисен йышне кĕнĕччĕ. Çапла кашни вĕренекен ÿсĕмĕ чунтан савăнтарать учителе. Ачасем юратаççĕ ăна, вĕренсе тухса пурнăç çулĕ çине тăнисем яланах ырăпа аса илеççĕ, тарăн пĕлÿ панăшăн тав тăваççĕ.
Ĕçне кура – хисепĕ. Пултаруллă вĕрентекен ĕçри çитĕнÿсемшĕн тав хучĕсене, грамотăсене, “РФ халăха вĕрентес ĕç отличникĕ” паллăна тивĕçнĕ.
Индюковсен икĕ хĕрĕ те аслă пĕлÿ илнĕ. Пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Лена мăнукĕ чĕвĕлти сассипе кукамăшĕпе кукашшĕне савăнтарать.
Нумай ăшă сăмах калама пулать Е.Индюкова учитель çинчен. Йывăрлăхра никама та пулăшусăр хăвармасть. Лайăх мăшăр, юратнă анне, шанчăклă юлташ. Чăваш хĕрарăмĕн мĕн-пур ырă енĕсем унра: ĕçченлĕх, таса кăмăл-сипет, сăпайлăх...
Е.Индюкован çуралнă кунĕ çурхи пĕрремĕш уявпа пĕр килет. Çывăх çыннисемпе пĕрле паллă юбилейĕпе саламласа çутă тĕнчери мĕн-пур ырлăха сунатпăр ырă çыннăмăра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика