АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малашлăха шанса ĕçлемелле (Общество)

05 марта 2010 г.

Малашлăха шанса ĕçлемелле (Общество)

Çак эрнере Тăвай районне туса хунăранпа 75 çул тултарчĕ. Çавна май район пуçлăхĕ Н.Иванов хамăр тăрăхри пуçаруллă, малашлăхалла талпăнакан çынсемпе тĕл пулчĕ. Вĕсен хушшинче тĕрлĕ сферăра ĕçлекен çынсем, ытларах çамрăк, вăй питти предпринимательсем, фермер-хресчен хуçалăхĕсен ертÿçисем, сывлăх хуралĕнче, вĕрентÿре тăрăшакансем, çамрăк ăру представителĕсем. Районти ача-пăча библиотекипе тавра пĕлÿ музейĕнче иртрĕ тĕл пулу. Музей директорĕ С.Сергеева пухăннисене пирвай залсем тăрăх кăтартса çÿрерĕ, кĕскен район историйĕпе паллаштарчĕ, хамăр тăрăхран тухнă паллă çынсем çинчен каласа кăтартрĕ.
Ун хыççăн пурте библиотекăри куравсен залне вырнаçса ларчĕç. Библиотека ĕçченĕсем район юбилейне тата Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалласа кĕнеке куравĕсем йĕркеленĕ.
Тĕл пулăва район пуçлăхĕ Н.Иванов уçрĕ. Вăл районăн хальхи экономикипе социаллă аталанăвне кĕскен сăнласа пачĕ, ырă улшăнусемпе пĕрлех йывăрлăхсене те, вĕсенчен тухмалли çул-йĕрсене те палăртрĕ. Йывăрлăхсен шутĕнче ĕçсĕрлĕх шайĕ ÿснине, трансфертпа укçа куçарса парасси, хăш-пĕр сферăра, уйрăмах строительствăра, ĕçсен калăпăшĕ чакнине асăнчĕ. Сывлăх хуралĕнче те, вĕрентÿре те çивĕч ыйтусем çук мар. Ача садикĕсем çитмеççĕ. Ял хуçалăхĕнче сухаласа акман çĕр лаптăкĕсем 2,5 пин гектар шутланаççĕ. Кăçал çав шутран пĕр пин гектарне те пулин ĕçе кĕртмелле. Николай Ильич района пулăшакан хамăр тăрăхран тухнă инвесторсене ырăпа асăнчĕ. Вĕсен йышăнче пирваях “Акконд” ертÿçине Валерий Николаевич Иванова палăртмалла. Виталий Петрович Гурин та “Чутеевский” ЯХПКна витĕмлĕ пулăшу парать. Инвесторсемсĕр, хамăр вăйпа çеç, ял хуçалăхне çĕклеме йывăр пулать. Хуçалăхсен кредит илме салук бази çук. Çавăнпа та инвесторсене шыраса тупса хамăр енне çавăрмалла. Районта хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çителĕксĕр йĕркеленнĕ, вак бизнеса малалла аталантармалла. Шухăшлама пултаракан, çĕнĕлĕхсенчен шикленмен, тăрăшуллă çын паянхи пурнăçра та çухалса каймасть. Акă иртнĕ çул тулли мар яваплăхлă “Буяново” общество ĕçлесе кайрĕ. Чи малтан – ĕçе тытăнасси, шикленмелле мар. Фермер (хресчен) хуçалăхĕсене, вак бизнес предприятийĕсене кăçал 82-рен кая мар йĕркелемелле. Хресчен хуçалăхне малтанлăха харпăр çĕр пайĕпе 2 гектарпа та йĕркелеме пулать, майĕпен аталанса кайма май пулĕ. Халĕ патшалăх тĕрлĕ программăсем тăрăх пулăшу парать. Çав шутра ĕçсĕррисене çĕнĕ ĕçе йĕркелеме уйăракан 58 пин тенкĕ те сумлă пулăшу. Унпа малтанлăха выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк ĕрчетес ĕçе тытăнма, пысăках мар теплица хуçалăхне йĕркелесе яма пулать. Кунта паян ĕçлес харсăрлăхлă, пурнăçа малалла аталантарас шухăшлă çынсем пухăннă, сире пурсăра та тав тăватăп, кунта килнишĕн, йывăрлăхсем умĕнче алăсене усманшăн,– терĕ Николай Ильич.
Тĕл пулура уçă, чуна пымалла ĕçлĕ калаçу пулчĕ, юптармасăр, шахвăртмасăр, чăннипех паянхи пурнăçпа килĕшÿллĕн. Николай Ильич хăй калаçнă хушăрах пухăннисенчен вырăнти лару-тăру пирки ыйтса пĕлчĕ, ăна хăйне те ыйтусем чылай пачĕç. Эльпуçĕнчи вăтам шкулăн 140 вĕренекен вырнаçмалăх çуртне кăçалах тума (спортзалпа пулать) тытăнассине те ырă хыпарсен шутне кĕртес килет.
Вячаслав Хвостов кадета (Тăвайри вăтам шкул) акă мĕнле ыйтусем пăшăрхантараççĕ:
1. район центрĕнче çамрăксене культурăллă канма ятарлă вырăнсем çук. Кунта унчченхи пек киносем кăтартмаççĕ. Дискотекăсене хутшăнаймаççĕ, мĕншĕн тесен законпа 22 сехет хыççăн 18 çул тултарман çамрăксем урамра пулма пултараймаççĕ. Ачасем валли кафе кирлĕ, унта ашшĕ-амăшĕпе, çемьепе кĕрсе апатланма, çуралнă куна паллă тума май пултăр.
2. Хуласенче ачасем мĕн пĕчĕкрен спортăн пĕр енĕпе аталанаççĕ, çавăнпа результатсем те пысăк, пирĕн вара çапла тума условисем те, тренер-специалистсем те çук.
3. Аслă шкула вĕренме кĕрекене районăн пулăшмалла "направленипе".
Кадет хускатнă ыйтусем çине хуравлама район пуçлăхĕ те, унăн çумĕ В.Шакров та хутшăнчĕç. Çамрăксен культурăллă канăвĕ пирки ыйтăва клуб ĕçченĕсемпе пăхса тухнине, Тăвай шкулĕнче хăйĕнче дискотекăсем ирттерме май пуррине палăртрĕ Владимир Яковлевич. Николай Ильич культура çурчĕсенче кино кăтартмалли ку чухнехи аппаратурăсем туянма заявкăсем панине пĕлтерчĕ. Ачасем валли кафе уçас ыйтăва унччен те татса пама тытăнса пăхнă, анчах йĕркесĕрлĕхсене пула райпо çав пÿлĕме каялла илнĕ. Çамрăк спортсменсене хатĕрлес ыйту кадрсем çуккипе çыхăннă. Пĕчĕк шалупа тренерсем ĕçлесшĕн мар. Вĕренме кĕрекен çамрăксене вара район ертÿçисем яланах направлени парса пулăшнă, анчах вĕренсе тухнă хыççăн çамрăксем тăван район патриочĕ пуласшăн мар, каялла таврăнмаççĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш ял хуçалăх академийĕнче кăна 42 çамрăк вĕренет, вĕсенчен никамăнах та каялла тăван района таврăнас шухăш çук, пĕлтерчĕ экономика управленийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке. Çав вăхăтрах “Акконд-агро фирмăра” ветврач тупаймаççĕ. Шкулсенче ют çĕршыв чĕлхисене вĕрентекенсем çитмеççĕ.
Роза Георгиевна Стифонова педиатр çынсен культура шайĕ çитменни, хăш-пĕрисем пĕр шухăшламасăр тавралăха варалани пирки пăшăрханса каларĕ. С.Хумышев, В.Грачев фермерсем хăйсен хуçалăхĕсенчи ĕçсемпе паллаштарчĕç. Вĕсен хуçалăхĕсене çирĕппĕнех ура çине тăнă теме пулать. Сергей Витальевич усă куракан çĕрсен лаптăкне майĕпен ÿстерсех пырать. “Грачев” хуçалăхра сыснасем ĕрчетнипе пĕрлех ĕне-выльăх та усраççĕ, 110 пуçа çитернĕ. Пуçласа пăрулакан пушмаксенчен 23-шер килограмм сĕт суса илеççĕ. Кунта пăрусем валли вите тунă, халĕ пăрулаттаракан уйрăм тума палăртаççĕ.
“Тăвайри кооператив” потребобщество аталанăвĕ пирки унăн ертÿçи В.Федоров чарăнса тăчĕ. Коллектив йывăрлăхсенчен тухса пырать, иртнĕ çул 44 млн. тенкĕлĕх тавар сутнă, район бюджетне налогсенчен 10 млн. тенкĕ пырса кĕнĕ. 8 магазин самообслуживани йĕркипе ĕçлет, кăçал тепĕр пиллĕкĕшне куçарасшăн. Потребобщество ĕçченĕсем 2009 çулта 13-мĕш ĕç укçи илнĕ. Тĕл пулăва хутшăннисем çăкăр завочĕн çимĕçĕсене хăйсем тутанса хаклама пултарчĕç.
Чуна уçса, тулли кăмăлтан калаçнă май вăхăт иртни те сисĕнмерĕ. Район пуçлăхĕ Н.Иванов калаçăва пĕтĕмлетрĕ, малашлăх хамăр пуçарулăхран, кашни çыннăн ĕçлес хастарлăхĕнчен, тăрăшулăхĕнчен, пуçтарăнулăхпа сывă пурнăç йĕркине тытса пынинчен нумай килнине палăртрĕ. Пурнăçра йывăрлăхсем яланах пулнă, чи пахи – алăсене усманни, ыранхи куна шанса ĕçлени.
 
Сăн ÿкерчĕкре: район пуçлăхĕ Н.Ивановпа ирттернĕ тĕл пулу Тăвай музейĕн залĕсем тăрăх курса çÿренипе пуçланчĕ те ача-пăча библиотекин курав залĕнчи ĕçлĕ калаçупа вĕçленчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика