12 февраля 2010 г.
2010 çулхи кĕркунне çĕршывра халăх çыравĕ иртет. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç ку. Хатĕрленÿ ĕçĕсем вара чылай маларах пуçланнă. Халăха шута илмелли Пĕтĕм Раççейри çырава хатĕрленсе Тушкил ял поселенийĕнче ку вăхăт тĕлне ĕçе кĕртме палăртнă чылай ыйтăва татса панă ĕнтĕ. Вĕсене пурне те малтан пăхнă планпа килĕшÿллĕн пурнăçланă.
Чи кирлĕ ĕçсенчен пĕри – адрес хуçалăхне йĕркене кĕртесси. Ăна пурнăçласа иртнĕ çул урамсен ячĕсене, çурт-йĕрсен номерĕсене тĕрĕслесе тухнă. Тĕрĕслев хыççăн ялсенчи адрес хуçалăхне тĕпрен улăштарнă. Халăх хушшинче информаципе ăнлантару ĕçĕ те йĕркеллĕ пулса пырать. Çырава хатĕрленсе ял поселенийĕнче пурĕ 7 стенд йĕркеленĕ.
Ял поселенийĕн пуçлăхĕпе унăн çумĕ, комисси членĕсем халăх хушшинче çыравăн задачисемпе тĕллевĕсем çинчен калаçусем ирттереççĕ. Тушкил ял поселенийĕнче 3 ял, пĕтĕмпе – 792 кил хуçалăх, вĕсен списокне туса хатĕрленĕ ĕнтĕ. Çырава хатĕрленес ĕçсем малалла пыраççĕ.