02 февраля 2010 г.

“Чутеевский” хуçалăх юлашки вăхăтра майĕпен пулин те хăш-пĕр çитĕнÿ тума пултарчĕ. Кооператив тилхепине В.П.Гурин алла тытнă хыççăн уй-хир ĕçĕсенче те, выльăх-чĕрлĕх патĕнче те палăрмалла улшăнусем пулчĕç. Иртнĕ çул тырă вырса çапакан “Палессе” тата выльăх апачĕ вĕтетсе хатĕрлекен Е–281 комбайнсем, хăватлă тракторсемпе дисклă сÿре туяннă. Тыр-пула вăхăтра пуçтарса типтерленĕ. Пĕлтĕр кунта, ытти çулсемпе танлаштарсан, 500 га яхăн çĕрпе ытларах усă курнă, çав шутран 324 гектарĕ – нумай çул усă курмасăр выртнă çĕрсем. Унсăр пуçне юнашар хуçалăхăнне 168 гектар кĕрхи çĕртме туса хăварнă. Çу кунĕсенче малта пыракан технологипе усă курса утă-улăмпа сĕтеклĕ апатсем, фураж çителĕклĕ хатĕрленĕ, çавăнпа халĕ выльăхсене тулăх тăрантараççĕ. Çакă вара продуктивлăх çинче палăрать. Чутейсем халĕ ĕне пуçне вăтамран вуникĕ килограмм çурă сĕт суса илеççĕ. Пĕлтĕр кашни 100 га çĕр пуçне 196 ц сĕт туса илнĕ, малтанхи çулпа танлаштарсан, ÿсĕм 140 проц. танлашать. 2009 çулта кашни ĕне вăтамран 4302 кг сĕт антарнă. Мăйракаллă шултра выльăхсен шучĕ ÿснĕ, халĕ вĕсен йышĕ 160-тан иртнĕ, çав шутран сăвакан ĕнесем – 70 пуç.
Шăматкун хуçалăх ферминче район пуçлăхĕ Н.И.Иванов пулчĕ, кунта ĕçлекенсене ĕçри çитĕнÿсемшĕн тав турĕ.
Район пуçлăхĕ ахальтен килмен ферма ĕçченĕсем патне. Чутейсем тăрăшнине, çĕнни патне туртăннине кура вĕсене тепĕр пысăк тĕллевпе паллаштарчĕ.
–Хальхи вăхăтра хуçалăха куллен укçа-тенкĕ илсе килекенни – сĕт. Апла пулсан ăна туса илессипе тĕллевлĕ ĕçлесен хуçалăх ытларах тупăш илме пултарать. Патшалăх енчен ку тĕлĕшпе пулăшу илме пулать, – çак тата ытти ыйтусем тавра пычĕ Николай Ильич фермăра ĕçлекенсемпе пуçарнă калаçу.
Чутей ферминче палăртнине пурнăçа кĕртме май килет. Чăн та, çăмăлах пулмĕ, малтанхи вăхăтра уйрăмах çанна тавăрса, çине тăрса ĕçлеме тивĕ. Пĕр ĕне витине тĕпрен юсамалла, теприне реконструкци туса çĕнетмелле, çавăн хыççăн ĕнесен шутне 400 пуçа çитерме май пур. Витесенче молокопровод, сĕт сивĕтмелли установка вырнаçтармалла.
Ĕнесен йышĕ ÿснĕçемĕн пăрусем усрамалли, выльăхсем самăртмалли витесем кирлĕ пулаççĕ. Вĕсене те ĕне витисене реконструкци туса çĕнетнипе пĕр вăхăтра юсаса хатĕрлемелле пулать.
Ĕне выльăха ытлă-çитлĕ тăрантарма апат базине малалла çирĕплетсе пыма тивет. Апла пулсан выльăх апачĕ хатĕрлекен тĕрлĕ йышши техника, МТЗ йышши тракторсемпе прицепсем, культиваторсемпе сеялкăсем, фермăра ĕçлеме пĕчĕк хăватлă тракторсемпе ытти тĕрлĕ механизмсем вырăн тупĕç хуçалăхра.
Çапла вара хуçалăхăн уй-хирĕнче, машина-трактор паркĕнче, фермăра ялта пурăнакан вуншар вăй питти çын валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем пулĕç.
Тĕллевсене пурнăçа кĕртмешкĕн малтанах çак ĕçе пысăк укçа-тенкĕ хывмалла. Ăна инвестици проекчĕ хатĕрлесе, патшалăхран çăмăллăхлă процент шучĕпе кредит илме пулать.
–Район администрацийĕн специалисчĕсем бизнес-проект тума, документсене вăхăтра йĕркелесе çитерме пулăшĕç, – тесе пĕтĕмлетрĕ калаçăва район пуçлăхĕ.
Район ертÿçи Н.И.Иванов, “Чутеевский” ЯХПК председателĕ В.П.Гурин, В.Л.Шерне управляющи, район администрацийĕн ял хуçалăх управленийĕн пуçлăхĕ В.А.Ванерке тата сектор заведующийĕ Л.И.Берилло Чутей ферминчи реконструкци туса çĕнетмелли тата юсамалли витесене кĕрсе пăхрĕç, пулас ĕçсен калăпăшне палăртрĕç.