29 января 2010 г.
Кăçалхи хĕллехи кунсем хушăран хăйĕн хаярлăхне кăтарткалаççĕ. Сывлăш температури тепĕр чухне вăтăр градусран аяларах та анать. Çавăнпа сивĕре çынсене асăрхануллă пулма сĕнес килет. Сăлтавсăр урама тухма васкамалла мар. Паллах, урасене ăшăрах пушмак тăхăнмалла. Пит-куçа тăм илме пултарать. Ÿт шуралса хăпарма пуçланă вырăна ăшă алăпа тытмалла, çу сĕрмелле. Ку пĕрре.
Çак кунсенче ÿт-пĕве шăнтса янă тĕслĕхсем тăтăшах пулни шухăшлаттарать. Хăш-пĕрисем эрех ĕçнĕ хыççăн килĕсене çитеймеççĕ, урамрах выртса çывăраççĕ. Хĕл Мучи вара хăйĕн ĕçне тума пуçлать. Туйми çывăракана вĕтелеме тытăнать. Сивĕ витнĕ хыççăн çыннăн ÿт-пÿ температури, юн пусăмĕ, чĕре таппи чакать, сăнĕ шуралать. Нумай выртсан çын пурнăçран уйрăлма та пултарать. Шăнса кайнă çыннăн алли-урисене сăтăрма, ăшă е вĕри шыв çине чикме юрамасть. Кофе, пыл, хăмла çырлин варенине янă чей е пĕр черкке эрех ĕçтермелле. Çыннăн майĕпен ăшăнса пымалла, Папаверин е аспирин ал айĕнче пулсан аван. Чĕре таппине йĕркелекен, ыратнине чакаракан препаратсемпе те усă курма тивет.
Хĕллехи кунсенче эрех ĕçнĕ хыççăн çула тухассинчен тытăнса тăрăр. Хăвăр сывлăхăра упрама тăрăшăр, шухăшламан утăм тунипе пурнăçăр вăхăтсăр ан татăлтăр.