29 января 2010 г.
Хальхи тĕнчере этем ресурсĕ чи кирли пулса тăнине палăртрĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.В.Федоров Патшалăх Канашне янă Çырура. “Çирĕплетнĕ йĕркепе пурнăçламалли иккĕмĕш услови вăл – ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен те, ăс-тăнпа кăмăл-сипет, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен те сывă çынсем. Енчен те эпир чăннипех homo sapiens пулсан, кашни çĕнĕ ăрăвах сывăрах пулма, сиенлĕ йăласенчен хăтăлса пыма тивĕç. Физкультурăпа тата спортпа хавхаланни, пахалăхлă апатлану, çÿллĕ шайри культура тата пĕлÿлĕх, эрех-сăра ĕçессине, табак туртассине, наркотиксемпе айкашассине сивлени – чăннипех ăнăçуллă пулас тетпĕр пулсан, акă мĕнпе палăрса тăмалла пирĕн, Чăваш Енре пурăнакансен”, – тенĕ ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура. Ку вăл питĕ тимлĕх уйăрмалли ыйтусем. Сывлăх тата ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен çирĕп пулни вĕренÿре те, ĕçре те пулăшать. Çирĕп сывлăхпа пурăнма хаваслă. Çавăнпа хамăра куллен физзарядка тума хăнăхтарнинчен, кăмăла çирĕплетнинчен тытăнмалла. Эпĕ хам гимнастика тума мĕн пĕчĕкрен хăнăхнă. Паян кун та йăлара вăл манăн. Нумайăшĕ астăвать-ха ĕнтĕ, совет саманинче радиопа кашни кун кĕвĕпе ирхи гимнастика паратчĕç. Каярахпа телевиденипе те аэробика занятийĕсем пыратчĕç. Лайăххине яланлăха илмелле, çĕнетсе пымалла. Мĕншĕн тесен, кашни çын сывлăхĕ – общество пурлăхĕ. Çакна куллен тимлĕхе хума, пурнăçа кĕртсе пыма сĕнет те пире Президент.