АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Владимир Путин Шупашкарта пулнă (Общество)

29 января 2010 г.

Владимир Путин Шупашкарта пулнă (Общество)

Январĕн 25-мĕшĕнче РФ Правительствин Председателĕ Владимир Путин ĕçлĕ визитпа Шупашкара килсе çитнĕ. Аэропортра ăна РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округри полномочнăй представителĕ Григорий Рапота, Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский тата ытти официаллă çынсем кĕтсе илнĕ. В.В.Путинпа пĕрле Правительство Председателĕн çумĕ Сергей Иванов, РФ вĕрентÿпе наука министрĕ Андрей Фурсенко, ытти официаллă çынсем пулнă.
Çветтуй Татиана кунĕ пулнă май Премьер Чăваш патшалăх университетĕнче студентсемпе тĕл пулса калаçнă, вĕсене çав кунпа саламланă. Калаçу ăшă лару-тăрура иртнĕ. Унта республика Президенчĕ Н.Федоров, ЧПУ ректорĕ Л.Кураков академик, РФ вĕрентÿ министрĕ А.Фурсенко хутшăннă. Владимир Владимирович вĕренекен çамрăксен нумай ыйтăвĕ çине хуравсем панă, вăхăт-вăхăт шÿтленĕ те. Çапла “Тĕрлĕ çĕршывра пулнă май архитектурăн хăш тĕслĕхĕсем асра юлнă;“ ыйту çине вăл кĕскен “Кремль!” тесе пĕлтернĕ.
ЧПУра ют çĕршывсен студенчĕсем, стажерсем, соискательсем 250 ытла çын шутланаççĕ. Çĕр чĕтреннипе инкеке лекнĕ Гаитирен те пур. Вĕсенчен пĕри хăйсен çĕршывне инкекре пулăшнăшăн ентешĕсен ячĕпе В.Путина тав тунă, хăйсен çĕршывĕнче Раççей посольствине уçма май çук-ши тесе кăсăкланнă. В.В.Путин Гаити çыннисемпе пĕрле хурланнине палăртнă май Раççей çăлавçисем, медикĕсем Гаитире пысăк ĕç туни пирки каланă. Посольство çуртне туса тăкакланиччен, çав укçа-тенкĕне çĕр чĕтреннипе калама çук пысăк инкек тÿснĕ Гаити халăхне пулăшма яни вырăнлăрах пулĕ, тенĕ. Раççейри аслă шкулсенче Гаитин 75 çамрăкĕ вĕренет, пĕр пайĕ тÿлевлĕ майпа. Инкек хыççăн вĕсене пурне те федераллă бюджет шутĕнчен тÿлевсĕр вĕрентме йышăнни çинчен пĕлтернĕ Премьер.
В.В.Путин çавăн пекех “Промтрактор” акционерлă обществăра пулнă, Шупашкарта пуçласа тăрăллă пăр керменне уçнă çĕре хутшăннă. ЧР Правительствин çĕнĕ çуртĕнче Чăваш Ен Президенчĕпе Николай Федоровпа тĕл пулса калаçнă, республикăн экономикипе социаллă аталанăвĕн çивĕч ыйтăвĕсене хускатнă, çав шутра территорие комплекслă аталантарас, пурăнмалли çурт-йĕр тата машинăсем тăвакан комплексĕ тăвас ыйтусене те.
Çав кунах Владимир Владимирович Шупашкарти Пукрав–Татиана чиркĕвĕнче пулса çурта çутнă.
 
Сăн ÿкерчĕкре: РФ Правительствин Председателĕ В.В.Путин Н.В.Федоров Президентпа тата Л.П.Кураков ректорпа пĕрле Чăваш патшалăх университетĕнче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика