АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Япăх мар чупнă (Спорт)

26 января 2010 г.

Тăрмăшпа Эльпуç шкулĕсен йĕлтĕрçисем республика чемпионатне хутшăнчĕç. Пирвайхи кун классика чупăвĕ пулчĕ. 11-мĕш класра вĕренекен Ольга Максимова (Эльпуç) 10 километра 4-мĕш чупса тухрĕ. Вăл мастерсемпе кандидатсен хушшинче пычĕ. Тепĕр кунне ирĕклĕ майпа чупрĕç. Оля 5-мĕш вырăн йышăнчĕ. 1994–1995 çулсенче çуралнисем хушшинче унăн шăллĕ Алексей Максимов классикăна 10-мĕш, тепĕр кунне 15 километра 13-мĕш чупса тухрĕ. Аппăшĕпе шăллĕне иккĕшне те ăмăртусене ашшĕ – ялти шкулта физкультура вĕрентекен Федор Георгиевич Максимов хатĕрленĕ.
Ăмăртусене çавăн пекех Эльпуç шкулĕнчен Денис Иварбеев, Тăрмăшран Виктор Звонаревпа Игорь Кириллов хутшăннă. 8-мĕш класри И.Кириллов ирĕклĕ меслетпе чупакансем хушшинче 15 километра 28-мĕш вĕçленĕ. Яллă районсем хушшинче тăвайсем командăпа 8-мĕш вырăн йышăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика