АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район центрĕнче каток кирлех (Общество)

26 января 2010 г.

Çур хĕл хыçа юлчĕ, анчах Тăвай ачисем çак таранччен те каток кĕтсе илеймерĕç. Маларахри çулсенче катока çĕнĕ çулччен тума тăрăшатчĕç. Çулталăк вĕçĕнче юрсăр сивĕсем тăчĕç, каток валли шыв илсе пыма та ансатчĕ.
Ачасем сывлăхлă, вăй-халлă çитĕнччĕр тесен, вĕсен куллен уçă сывлăшра пулмалла, вылямалла, чупмалла, йĕлтĕрпе, конькипе ярăнмалла. Пирĕн ачасенчен ытларахăшĕ вара хĕллехи каникула компьютерпа телевизор умĕнче ларса ирттерчĕ.
Нивушлĕ катока пăрлантарма питĕ йывăр? Щичĕсем те хатĕр вĕт-ха. Тăвай шкулĕнче физкультура вĕрентекенсем темиçен те. Вĕсем ертсе пынипе аслăрах классенче вĕренекенсене явăçтарсан, çакна тума йывăрах та мар пек. Кунта “свисток” шăхăртакан кăна кирлĕ, анчах тĕнчери экономика кризисне пула “шăхлич” туянма укçа çук пулас. Каток вара кирлех. Ачасем хуть коньки çине тăма вĕренччĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика