26 января 2010 г.
Ветерансем чунĕпе ватăлмаççĕ... – аса килчĕç юрă сăмахĕсем. Александр Димитриевич Димитриев 1930 çулхи августăн 11-мĕшĕнче Тăрмăш ялĕнче çуралнă, Садовăй урамра пурăнать. Кăçал сакăрвуннă тултарать.
Чунпа чăнласах çамрăк-ха ветеран. “Хресчен сасси” хаçатра Н.Соловьевăн “Ватлăхăм” сăвви унăн куçĕ тĕлне пулнă та, ăна кăмăлласа пăрахнă Александр Димитриевич, вара кĕвве хывмасăр чăтайман. Ун хыççăн “Ял ĕçченĕ” хаçат редакцине килчĕ, хăйпе пĕрле юрă сăмахĕсемпе кĕвĕ нотине илнĕ. “Мĕншĕн килте вырттарас-ха, терĕм, çемми лайăх ун, кăмăла каять. Хаçатра кун çути кăтартма май килмĕ-ши ăна;“ – ыйтрĕ сăвва кĕвве хываканĕ А.Димитриев.
Александр Димитриевичăн кун-çулĕ, биографийĕ интереслĕ. 7 класра чухнех вăл ялти хорта купăс каланă. Ун чухне тăрмăшсен хорне Нил Дмитриевич Казаков ертсе пынă. Иртнĕ ĕмĕрхи аллăмĕш çулсен варринче Тăрмăш хорĕ Пĕтĕм Союзри художество пултарулăх смотрне хутшăнса Чăваш енре мала тухнă, Мускава кайма тивĕçнĕ. Çакăн хыççăн Чăвашра та, Мускавра та çине-çине репетицисем ирттереççĕ вĕсем. Унтан Кремль сцени çинче юрă хыççăн юрă шăрантараççĕ. Георгиевски залра алă çупаççĕ тăрмăшсене. Пысăк театрта та пĕрлештернĕ хорта юрлаççĕ. 1500 çын хутшăннă пĕрлештернĕ хора. “Славься, Русь моя”, “Спасибо партии родной” юрăсене янратнине паянхи кун пек астăвать Александр Димитриевич. Мускавра тĕрлĕ консерваторисене курма илсе çÿрени те асрах унăн.
Вăл Çĕрпÿри культпросветучилище пĕтернĕ. 1965 çулта заочно йĕркепе Мускаври Н.Крупская ячĕпе хисепленекен баянистсен çулталăклăх курсĕнче вĕреннĕ. Енĕш Нăрваш тата Тăрмăш шкулĕсенче пурĕ 20 çул юрă учителĕ пулнине каласа парать. Тăрмăш шкулĕнче юрлама вĕрентнĕ чухне ялти клубра та музыкант пулнă, садикре те ĕçлеме ĕлкĕрнĕ. Икĕ çул районти культура çуртĕнче те баянпа каланă. Пенсие тухнă чухне вăл Тăрмăшри культура çурчĕн директорĕнче тăрăшнă.
–Тăрмăшран тухнă паллă композиторсем Александр Васильев, Николай Казаков, Юрий Григорьев хăй вăхăтĕнче манăн вĕренекенсем пулнă, – савăнса пĕлтерет Александр Димитриевич. –Александр Васильевпа хорта пĕрле баян каланă. Ашшĕ, Георгий Васильевич, Нăрвашри хор ертÿçиччĕ. Кайран Александр Георгиевич Васильев, унăн ывăлĕ, Чăваш композиторĕсен Союзĕн правленине нумай çул хушши ăнăçлă ертсе пынă. Унăн юбилейĕ чухне Александр Димитриевича та телевиденипе ÿкерсе илнĕ. Эдуард Ушаковăн “История Турмыши” кĕнекинче те унăн пултарулăхĕ пирки çырса кăтартни 1 страница йышăнать.
Анчах Турă тепĕр енĕпе те пултарулăх панă ăна. Кам шутлать музыкçă техникăпа та çав тери кăсăкланать тесе. Вăл çирĕм пиллĕкре чухне Канашри механизаци шкулне кайса кĕрет, пĕр çулталăк тракторист-машиниста вĕренет. Кайран Тăрмăшри шкулта вĕрентекенре ĕçленĕ çулсенчех çуллахи вăхăтра сакăр сезон комбайнпа тырă вырса çапать тăван уй-хирте. Килĕнче те хăй тĕллĕн икĕ трактор пухнине калать. Пĕрин çине “Волга” моторĕ вырнаçтарать. Çавăн пек çын Александр Димитриевич.
Августра вăл сакăрвуннă тултарать. Мăшăрĕпе пĕрле 5 ача çуратса ÿстернĕ. Çулĕсене пăхмасăр халĕ те ĕне тытаççĕ-ха. Ÿркенмеççĕ. Килĕнче ытлашши сĕте Канаш хулинех кайса сутать Александр Димитриевич. Хăйсен вăйĕпех кил-çурчĕпе хуралтисене çĕнетнĕ.
Вăл пурин валли те вăхăт çитерет. “Кашни кун пĕрер сехет баянпа калатăп”, – тет. Ку ĕнтĕ унăн йăлана кĕнĕ, чун ыйтни пулса тăнă. Çакăнпа пĕрлех ăсталăха та чакарас çук-çке. Çакнах “Ватлăхăм” сăвва хăех юрра хывни те çирĕплетет.