22 января 2010 г.
Енĕш Нăрвашри культура керменĕнче тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеме тăрăшаççĕ. Нумаях пулмасть кăшарни ирттерчĕç.
Улах каçне хĕрсемпе каччăсем пухăнчĕç. Вĕсене авалхи тум тăхăннă Сăпани аппа (В.Степанова) хапăлласа кĕтсе илчĕ.
–Ĕлĕк хресченсем Çĕнĕ çула хавасланса кĕтсе илнĕ. Халĕ те çак ырă йăлана манмаççĕ. Çĕнĕ çул пуçланнă куна, Турă шыва кĕнине – кăшарние мĕнле ирттерен, çулталăк çапла пулать, тенĕ, – пуçларĕ хăйĕн сăмахне Сăпани аппа.
Сурхури, кăшарни уявĕсем пирки тĕплĕн ăнлантарчĕ. Апат-çимĕç çинĕ чухне кĕл туни чăвашсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни пирки каларĕ.
Улаха пухăннисем çакăн хыççăн юмăç ячĕç. Урама тухса карта шутларĕç, çăпата ывăтрĕç, пуç çине кунтăк тăхăнса хăрах уран сикрĕç. Туллиех шывлă чашăк тавра хăмла, укçа, хут, кĕл хучĕç, черкке лартрĕç. Шыври кăмрăк çавăрттарнă хыççăн ăçта чарăнать, мăшăрĕ çапла пулать имĕш. Тырă пуян çын пуласса, укçа – укçаллă, кĕл – чухăн, хăмла – кутăн, хут – вĕреннĕ çын, черкке ĕçкĕç пуласса пĕлтернĕ.
Çав вăхăтра çветке тумĕпе арçын ачасем пырса кĕчĕç. Вĕсене те ырă сунса кĕтсе илчĕ Сăпани аппа, кучченеçсемпе сăйларĕ. Уява пухăннисене çуллă икерчĕпе, тутлă хуплупа, кукăльпе тата пыллă сăрапа хăналарĕ вăл. Кайран вĕсене кÿршĕсемпе туслă, савăнăçлă пурăнма сунса ăсатрĕ ватă.
Ялти çамрăксене авалхи уявсен йĕркипе çывăхрах паллаштарас тĕллевпе ирттернĕ асăннă мероприятие.