АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Çуран каçмалли вырăн” рейд (Правопорядок)

22 января 2010 г.

Çул тимлĕхе, йĕркелĕхе юратать. Апла пулин те ун пирки манатпăр пулас. Акă 2009 çулта республикăри çулсем çинче çуран çÿрекенсем çине машинăпа пырса кĕнĕ 735 тĕслĕхе регистрациленĕ, вĕсенче 101 çын пурнăçĕ татăлнă тата 675 çын аманнă. Çак шутран 358 çул-йĕр инкекĕ çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăснипе пулса тухнă, çавна пула 62 çын вилнĕ тата 308-шĕ аманнă. Куратпăр ĕнтĕ, йĕркене пăсни пысăк инкексемпе çухатусем патне илсе çитерет.
Çак тĕслĕхсенех хамăр районпа илес пулсан, 2009 çулта çулсем çинче çуран çынсем çине пырса кĕнĕ 4 тĕслĕхе регистрациленĕ, çавна пула 2 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă тата 2 çын аманнă.
Çуран каçмалли вырăн тĕлĕшпе правилăсене пăсни е пăхăнманни аварисен, инкексен хисепне ÿстернине шута илсе 2010 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче республикăра, çав шутрах пирĕн районта та “Çуран каçмалли вырăн” рейд ирттерме палăртнă. Çакă вăл водительсене те, çынсене те çул çинче йĕркене пăхăнмаллине тепĕр хут асăрхаттарма май парĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика