АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суя укçасенчен асăрханăр (Правопорядок)

22 января 2010 г.

Юлашки вăхăтра Чăваш Республикин территорийĕнче Раççей Банкĕ 1997 çулта кăларнă йышши 1000 тенкĕлĕх суя укçапа усă курнă тĕслĕхсем палăрма тытăнчĕç. Суя укçа чăн купюрăсенчен нимпе те уйрăлса тăмасть пек.
Укçан мал енне çÿле сылтăм кĕтесе “Билет Банка России” тесе çырнă, аялта сулахай енче “Подделка билетов Банка России преследуется по закону” тесе çырнипе юнашар куç япăх куракан е курман çынсем валли пÿрнепе хыпашласа пĕлмелли 3 мăкăр тÿркĕтеслĕхпе 1 çаврашка пур. Тепĕр енчен витĕр пăхсан та талккăшпех хура курăнать вăл. Металран тунă хÿтĕлекен çип вăл. Банкнота çутă çине тытса пăхсан, ун çинче ахаль чухне курăнман шывпа çырнă тĕрлĕ паллăсем асăрхама пулать. Тĕл-тĕл çутăрах вĕсем, тепĕр çĕрте – тĕксĕмрех.
Купюра чăн пулнине пĕлес тесен, ăна çутта хирĕç тытса пăхмалла. Ун çинче тĕрлĕ çĕрте укçан хакне палăртса çырнисем курăнаççĕ, çав тĕлте укçа, хыпашласа пăхсан, яка пулмалла.
Укçан мал енче Ярославль хулин гербне – упана ÿкернĕ, тĕрлĕ май çавăркаласа пăхсан унăн сăрри пиçсе çитнĕ хăмла çырли тĕслĕ те, симĕсĕн-ылтăнăн та курăнать. Ун айĕнче каллех шăтăксемпе укçа хакне çырнă.
Ун çинчех паралеллĕ çинçе йĕрсем вырнаçтарнă лаптăк пур.
Банкнот суя маррине пĕлес-тĕк, çÿлерех асăннă хÿтлĕх паллисене сахалтан та виççĕрен кая мар тупса палăртмалла.
Суя укçапа çыхăннă преступленисем йывăр йышшисем шутланаççĕ, уншăн 15 çул таран хупма пултараççĕ. Енчен те эсир хăвăрта суя укçа асăрхарăр пулсан, ăна урăх çынна тыттарма ан васкăр, ун пирки çийĕнчех 2–11–30, 2–12–83 (Канаш хули) е 02 телефонпа шăнкăравлăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика