АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿлевсен виçи ÿсрĕ (Социальная обеспеченность)

22 января 2010 г.

Чăваш Республикин “Граждансен уйрăм категорийĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсем тÿленĕ чухне социаллă пулăшу памалли мерăсем çинчен” Законĕпе килĕшÿллĕн 2010 çултан уйăхсерен тÿлекен укçа виçине ÿстереççĕ, вăл 574 тенкĕ те 60 пуспа танлашать. Аса илтеретпĕр, çав тÿлевпе ял поселенийĕн территорийĕсенче ĕçлесе пурăнакан патшалăх ветеринари службин специалисчĕсене, вĕрентÿпе сывлăх тата культура ĕçченĕсене тивĕçтереççĕ.
Республика бюджетĕнчен пулăшмалли йĕркесемпе килĕшÿллĕн вĕрентÿ ĕçченĕсен 2 вариантран пĕрне суйласа илме май пур: уйăхсерен 574 тенкĕ те 60 пус илсе тăма е хваттершĕн (тара илнĕ пулсан), ăшăпа тата çутăпа тивĕçтернĕшĕн тÿленĕ тăкаксемшĕн компенсаци илме. Тăкаксемшĕн компенсаци илес текенĕн уйăхсерен социаллă хÿтлĕх пайне тăкаксене кăтартакан документсем (справкăсем, квитанцисем, счет-квитанцисем, расчет кĕнекисем т.ыт.те) тăратмалла пулать, унсăрăн компенсаци куçарса памаççĕ. Социаллă пулăшăвăн хăш варианчĕпе усă курасси пирки социаллă хÿтлĕх пайне кăçалхи февралĕн 15-мĕшĕччен заявлени çырмалла. Календарлă çулталăкра суйласа илнĕ вариантран теприн çине куçма май çук.
Гражданинăн социаллă пулăшăва тĕрлĕ сăлтавсемпе илме право пур пулсан, республика законĕсемпе килĕшÿллĕн ăна вĕсенчен пĕринпе кăна пама пултараççĕ.
Асăрхаттаратпăр: енчен те ялта ĕçлесе пурăнакан çÿлерех асăннă специалиста ĕçрен хăтарнă пулсан, унăн çавăн пирки 3 кунран кая юлмасăр социаллă хÿтлĕх пайне пĕлтермелле. Çакă социаллă пулăшу парассине пăрахăçлама кирлĕ. Ытлашши тÿленĕ суммăна гражданинран закон йĕркипе пĕрех каялла шыраса илеççĕ. Чееленме кирлĕ мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика