19 января 2010 г.
Юлашки статистика кăтартăвĕсем мĕн-пур пушартан 90 проценчĕ пурăнакан секторта тухнине кăтартса параççĕ. Вут-çулăмра районта çуллен 3–6 çын вилет. Акă, Çĕнĕ Çул куранчĕ çапма пуçласси 3 сехет юлсан Тăвайĕнче инкек пулнă. Ленин урамĕнчи пĕр килте пушар тухнă. Пушарнăйсем хăвăрт çитсе сÿнтернĕ пулин те, 45 çулхи арçынна хăтарма май килмен. Сăлтавĕ кил хуçи пирус туртнипе çыхăннă.
2010 çула кĕтĕмĕр кăна, районта çине-çинех виçĕ пушар пулнă. Январĕн 1-мĕшĕнче ирхине 5 сехет иртсен Улянкăра Семенов урамĕнче пĕр кил хуçалăхра выльăх усрамалли хуралтăра çулăм инкекĕ электропроводкăпа усă курнă чух пушартан сыхланмалли йĕркесене пăснăран тухнă. Январĕн 9-мĕшĕнче ирхине 5 сехет иртсен Ишпуçĕнчи Гагарин урамĕнчи выльăх усрамалли пĕр хуралтăна “хĕрлĕ автан” кĕнĕ. Сăлтавĕ малтанхи пекех, электропродкăпа усă курнă чух пушартан сыхланмалли йĕркесене пăсни. Кунта электролампочкăна йывăç стена çумне питĕ çывăха вырнаçтарнă. Вут-çулăм сарая юрăхсăра кăларнă. Тепĕр виçĕ кунтан, январĕн 12-мĕшĕнче, ирхине 6 иртсен Вăтаялĕнчи Комсомольски урамĕнчи пурăнмалли çурт çунни çинчен шăнкăравласа пĕлтернĕ. Вут-кăварта пурăнмалли çурт юрăхсăра тухнă. Шел пулин те кил хуçипе унпа юнашар çуртра пурăннă ват çынна çăлса хăварма май килмен. Инкек кил хуçи ÿсĕрпе пирус туртса çывăрса кайнипе пулнă.
Пушар хăрушлăхĕ пирки самантлăха та манмалла мар. Электроприборсемпе усă курнă чух питĕ асăрхануллă пуласчĕ, кивĕ проводкăсене çийĕнчех улăштарса тăрасчĕ. Эрехпе иртĕнес марччĕ. Вырăн çинче пирус ан туртăр, тĕпĕсене сÿнтермесĕр ан пăрахăр. Пушартан хÿтĕленмелли правилăсене тĕрĕс пăхăнакан çын çеç хăйне те, кÿршисене те пушар хăрушлăхĕнчен шанчăклă сыхлать.