АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун ыратăвĕ (Здравоохранение)

19 января 2010 г.

Эпир, пулас ача амăшĕсем, хамăра çав тери пăшăрхантаракан ыйту пирки Сирĕн пата, “Ял ĕçченĕ” хаçата, çырса пăхас терĕмĕр.
Нумай пулмасть, Тăвай районĕн тĕп больницин гинекологи уйрăмĕнче выртма лекрĕ. Кунта хĕр- арăмсем тĕрлĕ сăлтавпа выртаççĕ; хăшĕсем чир-чĕртен сипленеççĕ, теприсем ача сывă çуралтăр тесе, хăйсен сывлăхне çирĕплетме килнĕ. Кашни йывăр хĕрарăмăн ача кĕтмелли тапхăр тĕрлĕрен иртет. Ман пек çав тери асапланакансем те пур. Эпĕ шăрша тÿсейместĕп, апат кăмăла пăтрантарнипе аптăратăп, çавна пулах пиçнĕ апата та çиейместĕп, ĕçлейместĕп. Гинекологи уйрăмĕнче ĕçлекенсем чунтан тăрăшнипе çавах ура çине тăтăм ĕнтĕ. Çав тери ырă, кăмăллă та тарават çынсем ĕçлеççĕ унта.
Гинекологи уйрăмне хирургипе пĕрлештереççĕ тени питĕ пăшăрхантарать. Ман евĕр чирпе аптăракан хĕрарăмсене хирурги уйрăмĕнче сывалма питех те асаплă пулать. Шутласа пăхсан, хирурги уйрăмĕнче мĕнле чирпе выртакан кăна çук; Хуçăк алă-ураллисем, юхан-шăтан суранлисем тата ытти те. Унсăр пуçне асăнса хăварнă уйрăмра арçынсем те выртаççĕ-çке. Вĕсем хушшинче пирус мăкăрлантаракансем те пур. Çав наркăмăш шăрши ача кĕтекен амăшĕсем тата çуралас ачасем çине еплерех витĕм кÿрĕ;
Гинекологи уйрăмĕнчи условисем хĕрарăмсене чиперех тивĕçтереççĕ: ятарлă çăвăнмалли пÿлĕм те пур, сывлăш та уçă, именмесĕрех ирхи-каçхи процедурăсене тума пулать. Унта хăвна хĕрарăм пек туятăн. Кун пек уйрăм условисем хирурги уйрăмĕнче хĕр арăмсем валли пулмасси паллă.
Гинекологипе хирурги уйрăмне пĕрлештерни нумай усă парать-ши; Хальхи вăхăтра çын сывлăхĕ çинчен ытларах шутламалла пек туйăнать. Çамрăк хĕр арăмсем юлашки вăхăтра ача ытларах çуратма тытăнчĕç. Ачасем – пирĕн пуласлăх тата пурнăç илемĕ. Сывă ачасем çураласси амăшĕсем лайăх условисенче сипленнинчен те нумай килет. Гинекологи уйрăмĕнче вара амăшĕсене ача вырăнне хурса пăхаççĕ.
Хăй вăхăтĕнче Тăвай районĕн больницинче уçнă уйрăмсене çине тăрса сыхласа хăвармалла пек туйăнать. Темиçе çул каялла ача çуратмалли уйрăма, туберкулез уйрăмне хупрĕç, терапи постне чакарчĕç, шăл лартакан кабинета хупрĕç. Акă иртнĕ çулсенчех инфекци уйрăмне пĕтерес пирки сас-хура тухрĕ. Çапла мĕн пуррине упрамасăр, пĕрерĕн-пĕрерĕн хупса пынине пĕрре те халăх сывлăхĕшĕн тăрăшни вырăнне хума çук. Тĕрлĕ чир-чĕрпе аптăракан çынсене пĕр уйрăма вырттарсан сывалса пĕтейĕпĕр-ши;
Хĕрарăм пурнăçĕ ахаль те йывăр. Паянхипе çеç пурăнмалла мар, малашлăх çинчен те шутламалла. Гинекологи уйрăмĕн шăпи епле пуласси çÿлте ларакан пуçлăхсенчен нумай килет. Эпир, хĕрарăмсем, пире пурне те пăшăрхантаракан çак ыйтăва тĕрĕс татса парасса чун-чĕререн шанатпăр, питĕ кĕтетпĕр.
Гинекологи уйрăмĕнче сипленекенсем тата пулас ача амăшĕсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика