АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пичет кунне уявланă (Общество)

19 января 2010 г.

Иртнĕ шăматкун Шупашкарти оперăпа балет театрне республикăри хаçат-журнал редакцийĕсенче ĕçлекенсем, полиграфи работникĕсем, пичет ĕçĕн ветеранĕсем пухăнчĕç.
Малтанах Чăваш Президенчĕ Н.Федоров сăмах илчĕ. “Эсир тăрăшнипе республикăра пурăнакансем пулса иртекен ĕç-пуç пирки яланах вăхăтра пĕлеççĕ, кулленхи ыйтусене татса параççĕ, ыранхи куна курса тăраççĕ”, – терĕ Николай Васильевич. Вăл Чăваш енри пичет ĕçĕн системи аталанса пыни пирки кĕскен паллаштарчĕ. Асăннă ĕçре тăрăшакансене ăсталăхшăн, талантшăн, пултарулăхра ырми-канми пулнăшăн тав турĕ, малашлăхра ăнăçу сунчĕ. Маттур хăш-пĕр журналистсене патшалăх наградисем парса хавхалантарчĕ.
Раççей Журналистсен союзĕн Чăваш енри ертÿçи В.Комиссаров та сăмах илчĕ, пултаруллă хăш-пĕр ĕçченсене тĕрлĕ преми лауреачĕ ятне илнине çирĕплетекен документсем пачĕ.
Унтан пухăннисем оперăпа балет театрĕн, “Çавал” ансамблĕн пултарулăхĕсемпе паллашрĕç. Пирĕн районтан асăннă уява Р.Шумовапа А.Никитина журналистсем, хаçатăн тĕп редакторĕ Л.Якку хутшăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика