15 января 2010 г.
Тав тумалли пĕтĕм тĕнчери кун пуррине пурте пĕлмеççĕ те пулĕ-ха. Кăрлачăн 11-мĕшĕнче паллă тăваççĕ ăна. Вун улттăмĕш ĕмĕр варринче пуçланнă ырă сунакана спаççипă (спаси Бог) сăмах каласси.
Хăш-пĕрисем урампа утса пынă çĕрте пĕр-пĕрне уяв ячĕпе саламлаççĕ. Çакăншăн тав тăвакансем, спаççипă текенсем сахал. Ырă сунакансене ырăпах тавăрма пĕлмелле, хăйсене те хирĕç уяв ячĕпе саламлама тăрăшмалла. Ку пĕчĕк пулăм кăна пулин те, çынсене культурăллă пулма хăнăхтарать. Ырă кăмăллă çынсене хисеплеме вĕрентет тав туни, вĕсем пекех пысăк чунлă çын пулма хистет. Тавралăх çуталнăн туйăнать спаççипă каласан, кăмăл çĕкленет.