15 января 2010 г.

Çĕнĕ çул уявĕпе çыхăннă канмаллисенче район центрĕнчи спорткомплексра “СтройТЕК” тулли мар яваплăхлă общество парнисемшĕн питех те çивĕч фут-зал тĕл пулăвĕсем иртрĕç. Вĕсене 14 команда таранах хутшăнчĕ, çав шутра Шупашкар, Канаш хулисенчен те. Ушкăнсенчен чĕрĕк финала 8 команда шăтарса тухрĕ: Шупашкарти “СтройТЕК”, Канаш хулипе Тăрмăш çамрăкĕсен “Агродеталĕ”, Канаш хулинчи “Единая Россия”, «Дорстрой», пуянкассисем, çăлпуçсем, нăрвашсем тата “Лидер” (Тăвай). Малти вырăнсене “Агродеталь”, “СтройТЕК” тата “Единая Россия” командăсем йышăнчĕç. Турнирта çавăн пекех чи пултаруллă вылякансене палăртрĕç. Чи лайăх вылякан ята Владислав Лукин (”Агродеталь”), чи лайăх бомбардир – Владимир Гаврилов (”СтройТЕК”), чи лайăх вратарь ята Юрий Дмитриев (”Единая Россия”) тивĕçрĕç. Районти футбол аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн “Буяново” команда капитанне С.Кириллова ятарлă кубок тата укçан преми парса хавхалантарчĕç. Çĕнтерÿçĕсене, чи пултаруллисене пурне те дипломсемпе, асăнмалăх парнесемпе, премисемпе палăртнă.
Турнир çÿллĕ шайра, интереслĕ, вăхăт-вăхăт çав тери хумханмалла иртрĕ. Тĕл пулусене И.Степанов, О.Ломоносов, В.Кузнецов судьясем лайăх тытса пычĕç. Общество директорĕ А.Васильев пултаруллисене саламланă май, çавăн пек интереслĕ турнир йĕркелеме пулăшнăшăн В.Гаврилова, О.Ломоносова, Э.Буинцева пайăррăн тав турĕ.
Вăйăсене хутшăннă çамрăксем хăйсем те “СтройТЕК” общество ертÿçисене чĕререн тав сăмахĕ калаççĕ . Вĕт районти спорт тепĕр интереслĕ турнирпа пуянланчĕ. “СтройТЕК” ку турнира çуллен ирттересшĕн. Пĕрремĕш кубок “Агродетальре” асăнмалăх юлать пулсан, çитес çулта командăсем куçса çÿрекен кубокшăн кĕрешĕве тухĕç. Унта, тен, пултаруллăрах командăсем ытларах та пулĕç. Ку çеç те мар, “СтройТЕК” мини-футбола çу кунĕсенче уçă сывлăшра та йĕркелес шухăшлă. Эппин сывă пурнăç йĕркине тата ытларах çамрăк хутшăнĕ, футбол аталанăвĕ çĕнĕ сывлăш çавăрĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: «Агродеталь» футболисчĕсем турнир йĕркелекенсемпе пĕрле.