АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçра пурте лайăх–ши (Общество)

15 января 2010 г.

Право йĕркине пăсакансем хушшинче ниçта ĕçлемесĕр çапкаланса çÿрекенсем ытларах. Чăнах та, кахал çын тар кăларса тертленмест ĕнтĕ, янтă пурлăха хапсăнарах парать. Анчах паянхи пурнăçра вăй хурас текенсем валли те ĕç çук. Аслă пĕлÿ илнисене те ĕçе вырнаçма йывăр.
Çамрăксен лайăх пурăнас, тутлă çиес килет. Çак ырлăха курма вара укçа кирлĕ, ăна ĕçлемесĕр памаççĕ. Вăрласа укçа тупаççĕ çавăнпа.
Ĕлĕкрех агитаци çине пысăк тимлĕх уйăратчĕç. Халĕ урам тăрăх ÿсĕр çапкаланса çÿрекенсемпе кукăр алăллисене ниçта та питлемеççĕ. Ялти хуçалăхсенче стена хаçачĕ юлашки хăçан кăларнине аса илекен пĕр çын пур-ши хуть; Пурнăçра пурте лайăх пек пулса тухать-çке капла.
Эпĕ ача чухне ялти клубпа урам урлă çеç пурăннă. Пĕр пуçĕнче ял совечĕпе правлени вырнаçнăччĕ, тепринче–вулавăшпа фельдшер пунктĕччĕ. Правлени алкумĕнче “Социализм” ятлă стена хаçачĕ çакăнса тăратчĕ. Ăна кашни уйăхра пĕрре кăларатчĕç. Н.Никоноров хаçата ÿкерчĕксемпе илемлететчĕ. Эпир, ача–пăча, кашни номерех интересленсе пăхаттăмăр. “Михаля ÿсĕрле хурать вуттине, çунтарать улăмне, ăшăтать аллине”,–тесе 55 çул каялла питленĕ йĕркесем халĕ те асрах. Лаша витин картишĕнче вут чĕртнĕшĕн йĕпленĕччĕ çапла хĕрĕнкĕ çÿрекен конюха.
Çак ĕç çине алă сулчĕç халь. Çавăнпа пурнăçра йĕркесĕрлĕх хуçаланать. Эрех ĕçекенсен йышĕ ÿссех пырать, преступлени тăвасси те чакмасть. Шикленмеççĕ, намăсланмаççĕ халь çынсем. “Мана никам та, нимĕн те тăваймасть”,–тесе кăкăрне çапаççĕ пуçтахсем, çемйине лăпкă пурăнма паманнисем. Критикăлла йĕркесене вырăнти пичет кăларăмĕнче те вырăн уйăрмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика