АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă сунса (Общество)

15 января 2010 г.

Эпир çĕнĕ, 2010 çула кĕтĕмĕр. Иртнĕ çул нумайăшĕшĕн çăмăл пулмарĕ, мĕншĕн тесен тĕнче, вăл шутрах пирĕн çĕр-шыв та, кризислă лару-тăрăва кĕрсе ÿкрĕ, ĕçсĕрлĕх пысăкланчĕ, пурнăç шайĕ чакрĕ. Çапах та пуçа, ал-урана усмасан, пурăнма пулать. Ĕçлесен ÿсĕнетех. Çакна Тăвай район пуçлăхĕ Н.И.Иванов “Ял ĕçченĕн” çĕнĕ çулхи номерĕнче хаçат корреспондентне панă интервью та лайăх кăтартса парать. Укçа-тенкĕ енчен йывăрлăхсем пулсан та, пирĕн район агропромышленноç комплексĕнче çитĕнÿсем тума пултарнă, пĕрремĕш степеньлĕ диплома тата 150 пин тенкĕ премие тивĕçнĕ. Укçине хуçалăхсене хăшĕ-мĕнле ĕçленине кура валеçсе панă, тенĕ. “Акконд–агро фирма” обществăна та укçан преми панă республикăран. Пирĕн ентеш, Шупашкарти “Аккондăн” генеральнăй директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Н.Иванов ордена тивĕçни те район çыннисемшĕн хаваслă хыпар.
Халь пурнăçа çĕнĕ технологи никĕсĕ çинче лайăхлатса пыма палăртаççĕ. Çакăнпа пĕрлех “хамăртан сахал мар килнине те манар мар”, тенĕ интервью вĕçĕнче район çыннисене Çĕнĕ çулпа саламланă май Николай Ильич.
Хуçалăхсене сĕтпе аш-какай туса илсе сутнăшăн район бюджетĕнчен субсиди панине те ырламалла. Çакă та вĕсемшĕн кăштах пулăшу. Вăл продукци ытларах туса илме те хавхалантарать. Хуçалăхсене саланса кайма парас марччĕ. Вĕсем ял хуçалăхĕнче, кирек мĕнле пулсан та, тĕп тĕрек пулса тăраççĕ.
Çĕнĕ 2010 çул – сарă тигр çулĕ. Тигр çулĕ тесе пурнăçра пирĕн хаярланса пырас марччĕ, пĕр-пĕрне пулăшма тăрăшасчĕ, тĕл пулсан, яланах сывлăх сунасчĕ.
2010 çулта райхаçат редакцийĕнче ĕçлекенсене те пурнăçри, ĕçри йывăрлăхсене пăхмасăр малалла тÿррĕн те çирĕппĕн утăмлама, хаçат илемĕпе содержанине малалла та лайăхлатса, пуянлатса пыма ырлăх-сывлăх, вăй-халпа пултарулăх, творчествăлла ăнăçусем сунатăп. Вара хаçата çырăнса илекенсен, вулакансен йышĕ ÿлĕмрен те хушăнса пырĕ.
Журналистсене, хаçат тусĕсемпе унăн обществăлла корреспонденчĕсене, вулаканĕсене те ырă сунатăп. Пĕрле пулни – пысăк вăй.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика