АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Чунри хĕлхем” (Культура, строки поэзии)

15 января 2010 г.

Альбина Александровна Никитина Вăрмар районĕнчи Ыхраçырма ялĕнче çуралнă. Ятарлă аслă пĕлÿллĕ журналист Тăвай районĕнчи “Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕнче 25–мĕш çул вăй хурать. Раççейри журналистсен союзĕн членĕ вăл. Публицистика жанрĕсене алла илес енĕпе тимленисĕр пуçне илемлĕ литературăпа та кăсăкланать. Унăн “Пур та пĕтет, çук та çитет” ятлă кĕнеки (пьесăсен пуххи) кун çути курнă. Юратнă пиччĕшĕн, Анатолий Ыхра сăвăçăн ĕçне малалла тăснă май чунĕ хавхаланнă самантсенче поэзи лаççине те кĕрсе тухать. Унта ĕçлекенсем çичĕ хут тар кăларнине лайăх ăнланать, сăвă йĕркисен илемне пикенсех тĕпчет. Тепĕр чухне чунĕнчи сăмахĕсене, поэзи мелĕпе усă курса, хут çине куçарать. Пичетре ĕçлекенсен уявĕ çывхарнă май А.Никитина журналистăн халиччен кун çути курман хăш-пĕр сăввисене сĕнетпĕр.
Тăван ялăм
Ытарайми Ыхраçырмин
Тавралăхĕ куç виçейми.
Вăрманĕ, ав, çырми, пĕви–
Çук вĕсенчен çывăхраххи.
Айлăмри сарă тумлă уйĕ
Ман чунăма хăват парать.
Ял варринчи пĕчĕк çăлкуçĕ
Пурне те шывĕпе сăйлать.
Эпĕ çуралнă Вăрмар енĕн
Çыннисем ырă, тарават.
Мана юратнă тăван ялăм
Ытамĕнче куллен лăпкать.
Эсĕ питĕ илемлĕ паян
Эс питĕ савăк, мăшăрăм, паян,
Ирех мана, ай, савăнса сăнан.
Вылян, кулан, пит сапăр калаçан,
Эс питĕ савăк, мăшăрăм, паян.
Эс питĕ харсăр, мăшăрăм, паян,
Сĕтел çине апат лартма васкан.
Ачамсене шкула, ак, ăсатан,
Эс питĕ харсăр, мăшăрăм, паян.
Эс пит илемлĕ мăшăрăм паян,
Юрла–юрлах ĕçе пуçтарăнан.
Манăн чĕреçĕме çунат хушан,
Эс савăк, ырă, сапăр пит паян.
Юмахри принц пекех–çке туйăнан.
Тĕлĕкре курасчĕ
Аннеçĕме ман тĕлĕкре курасчĕ,
Пырса ларасчĕ шăппăн ун çумне.
Ыйхине куç шăрçи пек упрасчĕ,
Хăварасчĕ асăмра сăнне.
Аннеçĕме ман тĕлĕкре курасчĕ,
Ачашласчĕ ĕçчен аллине.
Ăшă тутăр ман çыхса ярасчĕ,
Пуçăма таясчĕ умĕнче.
Аннеçĕме ман тĕлĕкре курасчĕ,
Калаçасчĕ шуçăм киличчен.
Ачамсемпе ăна паллаштарасчĕ,
Пил ыйтасчĕ хам вăраниччен.
Аннеçĕме ман тĕлĕкре курасчĕ,
Çупăрласчĕ ăна хам çума.
Чун панăшăн кăна тав тăвасчĕ,
Сунасчĕ лăпкăн çывăрма вара.
Лексессĕн ют турилккене
Кунĕпе ял тăрăх вĕçнĕ пĕр шăна
Лармашкăн таса вырăн шыраса.
Юлашкинчен вăл ывăннă самай,
Ÿкнĕ турилккене çил вĕрнĕ май.
“Ай–уй, кунта чылай иккен яшка,
Халь пурăнăп ĕнтĕ ыр курса!”–
Шавланă ют турилккери шăна,
Мухтаннă, ишнĕ çуллă яшкара.
Анчах ун савнăçĕ нумая пыман,
Хайхи апачĕ йÿçнĕ самантран.
“Ай, çук, халь килĕшмест мана кунта”,–
Тесе тухма хăтланнă та шăна,
Лекнĕ çывăхри йыттăн çăварне.
Сăмахăма вĕçлер эппин çапла:
“Туссем, эсир ан пулăр шăналла,
Ĕçпе кăтартăр хăвăр ятăра!”
Мухтар Турра
Тĕнчене çылăхлă килнишĕн
Эс, Туррăм, каçарсам мана.
Ăш кăмăлушăн, парнесемшĕн
Эп тав тăвап сана кăна.
Тăшмансенчен, йăнăш çулран
Эс, Туррăм, хăтарсам мана.
Ыйтма хăяп тата санран:
“Ыр кăтартсам малашлăхра”.
Хальхи ăрушăн, пулассишĕн
Эс, Туррăм, упрасам мана.
Сăмаха тытăп, ыр çынсемшĕн
Хатĕр пама хам чунăма.
Мухтар Турра çутă тĕнчешĕн,
Çÿл тÿпери сарă хĕвелшĕн.
Вăрçăсăр пурнăçшăн, чечекшĕн,
Пурте мухтар çÿлти Турра.
Ачалăхрах юласчĕ
Асран кайми ачаш ачалăхра
Пулса курасчĕ ман самантлăха.
Тепре кăна выртасчĕ сăпкара,
Аннемĕн çепĕç юррине итлесчĕ.
Ял çумĕнчи илемлĕ вăрманта
Ман пуçтарасчĕ çырлапа кăмпа.
Çара уран чупасчĕ урамра,
Каç пуличчен ман мечĕкле вылясчĕ.
Пĕлÿ пухасчĕ тепĕр хут шкулта,
Итлесчĕ тимлĕ вĕрентекенсене.
Телейлĕ, савнăçлă ачалăха
Чунра яланлăхах–çке хăварасчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика