12 января 2010 г.
Тăвайри культурăпа кану центрĕнче Çĕнĕ çул уявне аван уявларĕç.
Малтан вăкăр çулĕпе урамри чăрăш умĕнче сывпуллашрĕç пухăннисем. Уява илемлĕх ертÿçи В.Александрова йĕркелесе пычĕ. Хĕл Мучипе Юр пикене хаваслă кăмăлпа кĕтсе илчĕç тăвайсем. Пĕчĕккисем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла сăвă каларĕç. Уявăн тĕп сăнарĕ вĕсене çакăншăн пылак çимĕçпе сăйларĕ. Аслисемпе пĕрле чăрăш тавра юрласа, ташласа çаврăнчĕç ачасем.
Унтан культура çурчĕн фойине кĕчĕç çынсем. Кунти чăрăш тата капăртарах курăнчĕ. “Ай-ай, пăх-ха, еплерех илемлетнĕ, юмах тĕнчине лекнĕ пекех туйăнать”,– пăшăлтатрĕç хăш-пĕрисем. Тигр çулне кĕтсе пухăннисем кичемленсе тăмарĕç. Уява ертсе пыракан В.Александровапа, Хĕл Мучипе, Юр пикепе, юмахри ытти сăнарсемпе пĕрле вылярĕç, кулчĕç, юрларĕç, ташларĕç.
Лотерея билечĕсен вылявĕ пынă самантра каччăсемпе хĕрсем дискотекăра савăнчĕç. Уяв кĕреки валли шампанскипе торт вылятăр тесе чылайăшĕ ĕмĕтленчĕ ĕнтĕ. Анчах телей пурне те пÿрмерĕ. Харпăр хăй билечĕпе ытти япала вылянă çынсен те кăмăл-туйăмĕ çĕкленчĕ. Çур çĕр çитеспе уяврисем пурте килĕсене саланчĕç.