12 января 2010 г.
Прокуратура умĕнче тăракан тĕп задачăсен шутĕнче законлăхпа тивĕçтерессине, законлăха çирĕплетессине, çыннăн прависемпе ирĕклĕхĕсене, обществăпа патшалăх интересĕсене хÿтĕлессине палăртмалла. Çавсене тĕпе хурса ĕçлесе пыма тăрăшаççĕ те районти прокуратура ĕçченĕсем.
Иртнĕ çул район прокуратури 299 тĕрĕслев ирттернĕ, вĕсен вăхăтĕнче законсене пăснă 1100 тĕслĕх тупса палăртнă, çав шутра вĕсенчен 640 тĕслĕхĕ граждансен прависемпе ирĕклĕхĕсене, 130-шĕ çул çитмен çамрăксен интересĕсене хÿтĕлекен законсене пăснипе çыхăннă. 230 ытла тĕслĕх экономика сферинче, 37 – çут çанталăка сыхлас сферăра пулнă.
Прокуратура Раççей законĕсем ыйтнине тивĕçтермен тĕрлĕ йышши 184 право акчĕ тĕлĕшпе протест тăратнă, законсене пăснă тĕслĕхсене сирсе яма ыйтса 222 представлени çырнă, 44 çынна – административлă, 135 çынна дисциплина тĕлĕшĕнчен явап тыттарнă. Граждансен интересĕсене хÿтĕлесе 613, çул çитмен çамрăксен интересĕсене хÿтĕлесе 53 тавăç тăратнă. 11 тавăç обществăпа патшалăх интересĕсене хÿтĕлессипе çыхăннă. Прокуратура ярса панă материалсем тăрăх малтанлăх тĕпчев органĕсем 9 уголовнăй ĕç пуçарнă, çав шутра 1 ĕç – коррупципе çыхăнни.
Иртнĕ çул патшалăх тата муниципалитет служби çинчен калакан, коррупцие хирĕç тăмалли законсене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртас ĕçе вăйлатнă. Çапла коррупцие хирĕç тăрасси çинчен калакан законсене пăснă 36 тĕслĕх (2008 ç. – 13), унсăр пуçне коррупци паллисем пур 23 право акчĕ тупса палăртнă (2008 ç. – 3). Патшалăх тата муниципалитет служби çинчен калакан законсене пăснă 62 тĕслĕх регистрациленĕ (2008 ç. – 23), 51 право акчĕ пирки протест, законсене пăснине сирсе яма ыйтса 11 представлени тăратнă. Виçĕ ял поселени пуçлăхне административлă явап тыттарнă.
Ĕçлекен çынсене ĕç укçи вăхăтра тÿлесе тăрас ыйтăва та тимлĕхре тытать прокуратура. Прокурор тавăçĕпе пĕлтĕр 1627 пин тенкĕ ĕç укçи парăмне шыраса илсе панă, ĕç çинчен калакан законсене пăснăшăн 9 ертÿçĕне административлă явап тыттарнă.
Çавăн пекех пĕлтĕр çул çитмен çамрăксен прависене хÿтĕлессипе ăнăçлă ĕçленĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсенче пушар хăрушсăрлăхĕн, санитарипе эпидемиологи законодательствине пăснă тĕслĕхсене сирсе яма, ачисене тивĕçлипе пăхман çынсене ашшĕ-амăшĕн прависĕр хăварма ыйтса 53 тавăç тăратнă. Ку тĕлĕшпе 20 ашшĕ-амăшне административлă явап тыттарнă. Ачисемпе ытлашши хаяр пулнăшăн 2 ашшĕ-амăш тĕлĕшпе уголовнăй ĕç пуçарма, айăплисене уголовнăй йĕркепе явап тыттарма тивнĕ.
Прокуратура ĕçченĕсем район судĕнче тата суд участокĕнче 139 уголовнăй ĕçпе патшалăх айăплавçисем пулса хутшăннă.
Граждансем прокуратурăран пулăшу ытларах ыйтма тытăнчĕç (2008 ç. – 59 заявлени пырса кĕнĕ, 2009 ç. – 96). 23 заявление тивĕçтернĕ (2008 ç. – 14), 212 çынна йышăннă.
Ĕçри кăтартусем хăйсем тĕллĕн килмен. Коллектив пирĕн пысăк мар пулин те, çамрăк, вăй-халпа тăрăшса ĕçлет. Пĕлÿ те, опыт та çителĕклĕ.
Самантпа усă курса, пĕтĕм коллектива, прокуратура ĕçĕн ветеранĕсене професси уявĕпе ăшшăн саламлатăп, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунатăп.