12 января 2010 г.
Хĕле юрсăр, çара сивĕпе кĕтĕмĕр пулин те, раштав уйăхĕн юлашки вунăкунлăхĕнчен пуçласа юр самаях çуса тултарчĕ, çил-тăман та вăйлах тустарчĕ. Çынсем çĕнĕ куна час-часах юр хырнинчен пуçларĕç, ир-ирех картишне, хапха умĕсене хырса тасатрĕç, ăна пÿрт-çуртпа йывăçсем тавра купаларĕç. Çулсем çинче те куллен тенĕ пекех техника ĕçлерĕ. Вĕсем кас-кас çĕрĕпе те куç хупмарĕç ахăр. Районăн пур енне те çула тухнă тасатакан техника.
–Çак ĕçе КДМ йышши тăватă машина, виçĕ автогрейдер, пĕр ДТ–75 трактор тата щеткăллă пĕр Т-25 шасси хутшăнать, – пĕлтерчĕ эпир ыйтнипе “Дорстройăн” ĕç тăвакан директорĕ В.В.Васильев.
Начар çанталăкăн тăкакĕ те пысăк, паллах. Пĕр топливо кăна мĕн чухлĕ пĕтет.
КДМ йышши машинăсем юра хырса тасатса пынисĕр пуçне пăрлаклă та тайлăк çулсем çине, пăрăнчăксене, кĕперсен таврашне хăйăрлă-тăварлă хутăшсем те сапаççĕ.
–Çакăн валли хăйăрпа тăвар çителĕклĕ хатĕрлесе хунă, – терĕ Владислав Васильевич.
Çакнашкал тимлĕ, оперативлă ĕçленипе маршрутлă автобуссем те, уйрăм çынсемпе предприятисен, организацисен машинисем те, пассажирсем те вăхăтра çула тухма, çитес çĕре шанчăклă çитме пултарнă. 143 километр тăршшĕ çулсене пăхса-тасатса тăраççĕ “Дорстрой” ĕçченĕсем. Обществăри инженер-техниксем графикпе килĕшÿллĕн çĕрле те, канмалли кунсенче те дежурство тăраççĕ, çулсем çине ятарлă техникăна кăларма мерăсем йышăнаççĕ. Инкеке лекнĕ транспорт хатĕрĕсене те пулăшу параççĕ май килнĕ таран.
–Хĕл хĕлех ĕнтĕ. Унта та кунта çил-тăман алхаснине кăтартать телевизор. Кунсем юрлă е çил-тăманлă пулас пулсан, çулсене пăхса-тасатса тăракан техника, персонал малашне те çийĕнчех ĕçе пуçăнма хатĕр-и; – ыйтатăп обществăра ĕçлекенсенчен.
–Урăхла мĕнле-ха. Çул такăр та шанчăклă пулмалла вĕт, – лăпкăн хуравлаççĕ вĕсем, Çĕнĕ çулхи кану кунĕсенче ертÿçĕрен пуçласа водительсемпе механизаторсем таран канăç курманскерсем.
Тÿлек çанталăк кирек камăнне те кăмăла каймалла. Çĕнĕ çултан ыррине кăна кĕтеççĕ çынсем, çанталăк та, тĕпрен илсен, çавăнпа килĕшÿллĕ пуласса шанаççĕ.