01 января 2010 г.

Иртнĕ эрнекун Эльпуç, Ураскасси, Çĕнçырма тата Нÿшкасси ялĕсенчи юрă-ташă ăстисем пысăк концерт программи хатĕрлесе халăх умне тухрĕç. Куракансем вырăнти артистсен ăсталăхне пысăка хурса хакларĕç. Уйрăмах Çĕнçырмари хĕрарăмсен ушкăнĕ шăрантарнă “Ай, юрлар-и, тăван ен”, Эльпуçĕнчи Зинаида Ивановапа Галина Петрова юрланă “Кĕрекене ларса савăнар”, Ураскассинчи культура çурчĕн “Пилеш” ушкăнĕн “Яра пар”, “Ах, тăванăм” юррисене килĕштерчĕç.
Пĕччен юрлакансем те – Светлана Васильева, Петр Никифоров, Тамара Егорова, Зинаида Иванова, Елена Гаврилова илемлĕ юрăсем парнелерĕç.
Ураскассинчи культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ ачасен “Шевле” ансамблĕ “Вăрçа ăсатни” композици кăтартрĕ, чăваш ташшипе савăнтарчĕ.
Концерта ял тăрăхĕн пĕрлештернĕ “Туслăх” фольклор ушкăнĕ вĕçлерĕ. Унăн репертуарĕнче хăна юрри-ташши, такмакĕсем пулчĕç. Куракансем питĕ кăмăллă юлчĕç.
Сăн ÿкерчĕксенче: “Туслăх” фольклор ушкăнĕ; “Шевле” ансамбль ачисем.