АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пархатарлă иртен ĕмĕр мухтавлă (Общество)

01 января 2010 г.

Пархатарлă иртен ĕмĕр мухтавлă (Общество)

Пурнăç çулĕпе пархатарлă утакансен иртнĕ кунĕсемпе савăнмалăх та, мухтанмалăх та пур. Çĕр çинче ырă ятлă пулни, ĕçрен пăрăнманни, хăвна шаннине тÿрре кăларни хăех телей. Эпир, Тăвай шкулĕнче нумай-нумай çул ĕçлесе пенсие тухнă учительсен тата халь вĕрентекенсен ячĕпе, педагогика ĕçĕн хисеплĕ ветеранне Ольга Филипповна Семенована сумлă юбилейпе, 90 çул тултарнă ятпа, пуç тайса саламлатпăр.
О.Семенова 1919 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче Тăвай ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Вăл тăваттăмĕш ача пулнă. Амăшĕ ăна çуратсанах вилнĕ, çапла вара çемьере 2 хĕрпе 2 ывăл тăлăха юлнă. Тăватă ачан амăшĕсĕр нумай асап курма тивнĕ. Уйрăмах тин çуралнă кăкăр ачине, пĕчĕк Ольăна, йывăр лекнĕ. Çавăнпах пулĕ, 4-мĕш класс пĕтерсен, хĕр пĕрчи йывăр чирлесе ÿкнĕ, 3 çул хушши вăл шкула çÿреймен. Çине тăрсах сипленĕ хыççăн тин ура çине тăнă. Çапла вара тантăшĕсенчен кая юлса, 1941 çулта, 10 класс пĕтернĕ Иванпа Филипп пиччĕшĕсем Воронежри геодези институтĕнчен вĕренсе тухса аслă пĕлÿ илнĕ. Кун-çул сукмакĕ учитель пулма ĕмĕт тытнă Ольгăна Канашри педучилищĕне илсе çитернĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланни пурнăçа йывăрлатнă, 1942–1944 çулсенче Ольга Филипповна Амалăх шкулĕнче кĕçĕн классене вĕрентнĕ. Çак ялти ватă çынсем паянхи кунччен те ырăпа асра тытаççĕ ăна, вăл вĕрентнĕ сăвăсене астăвакансем те пур. Халăхран тухнă, Тăван çĕр-шыва юратма чĕнекен, нимĕç салтакĕсене тăрăхласа çырнă сăвăсем вĕсем.
Çамрăк вĕрентекен кăнтăрла ачасемпе шкулта ĕçленĕ, уроксем хыççăн апат çинĕ-çимен уя вĕренекенсемпе пучах пуçтарма, каçпа вара ачасен амăшĕсемпе пĕрле улăм ури тума тухнă. “Сталинград” пĕчĕк трактор фарисен çутипе çĕр каçа икшер улăм ури туни те пулнă”, – тет вăл. Çак йывăр вăхăтсене аса илме çăмăлах мар, паллах. Чĕрине хытарса аса илÿ çăмхине малалла сÿтрĕ ветеран. “Çапла пĕр каçхине Кĕрше уйĕнче çĕмелсем йăтса капансем турăмăр, киле шурăмпуçпа çеç çитрĕмĕр. Шкул валли кăмака хутма вăрман касма та çÿренĕ, вуттине те хамăрах турттарнă. Пĕр ĕçрен те айккинче тăман. 40–45 градус сивĕре трасса чавнă. Танксемпе самолетсем тума халăхран укçа пуçтарма хутшăннă. Алса-нускисем çыхса фронта яра-яра панă, çырусем çырса салтаксене тăшманпа çапăçма хавхалантарнă”.
Темле йывăр килсен те, Ольга Филипповна пурнăç таппипе тан утнă, мал ĕмĕтлĕскер, хаяр тăшмана çĕнтерессе шаннă, ĕненнĕ.
Кăçал Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнине паллă тăватпăр. Çирĕп тылсăр фронта йывăр килетчĕ, çавăнпа Аслă Çĕнтерÿре Ольга Филипповнăн тÿпи те пур тесшĕн эпĕ. Вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн О.Семенова медальсем, ВЛКСМ Тĕп комитечĕн Хисеп грамотине илме тивĕçлĕ пулнă. Ултă медаль халь унăн. Вăрçă хыççăн Ольга Филипповна Чÿкçырми, Йăнтăрчă шкулĕсенче вăй хунă. Пур çĕрте те тăрăшулăхпа, чуна парса ĕçленипе палăрса тăнă.
1963 çултан пуçласа вара 11 çул Тăвай шкулĕнче лаборанткăра ĕçлесе пенсие тухнă. Пултаруллă хĕрарăм общество пурнăçне хастар хутшăннă. “Пĕлÿ” обществăн пуçламăш организацийĕн секретарĕ пулнă.
Çак кунсенче районти музыка шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ Юрий Ивановичпа унăн мăшăрне Галина Петровнана тĕл пултăм. Ю.Иванов Ольга Филипповна пенсие тухсан “Советская Россия” колхоз çумĕнче йĕркеленĕ фольклор ушкăнне 3 çул, каярахпа культура çурчĕ çумĕнчи фольклор ушкăнне 5 çул çÿренине пĕлтерчĕ. Ăçта кăна тĕлĕнтермен пулĕ хăйсен пултарулăхĕпе ял артисчĕсем. Тăвай тăрăхĕнчи авалхи йăла-йĕркене, халăх уявĕсене Шупашкарти театр таранах кăтартнă.
Мăшăрĕ Иван Семенович Тăвай шкулĕнче ачасене математика вĕрентнĕ. Шел, чире, вăрçă суранĕсене пула пурнăçран ир уйрăлса кайрĕ. Ачисене шкул хыççăн малалла вĕрентесшĕнччĕ. Ольга Филипповнана мĕн чухлĕ чăтăмлăхпа вăй-хал кирлĕ пулнă виçĕ ывăлпа пĕр хĕрне аслă çул çине кăларма. Нина хĕрĕ Йошкар-Олара пединститут пĕтернĕ. Ывăлĕсем, Владимирпа Георгий, Куйбышеври тата Хусанти авиаци институчĕсенче вĕренсе дипломсем илнĕ. Кĕçĕнни Виталий Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче вĕреннĕ. Ачисем пурте çемьеллĕ, туслăн килĕштерсе пурăнаççĕ. Хăйне ватлăх кунĕсенче лайăх пăхнипе кăмăллă амăшĕ. О.Семенован халĕ 11 мăнукпа 7 кĕçĕн мăнук. Вĕсем асламăшĕ-кукамăшне ырă кăмăлĕшĕн, тараватлăхĕшĕн чунтан юратаççĕ. Çакă мар-и-ха вара чăн-чăн телей, пуянлăх(!
“Пархатарлă иртен ĕмĕр мухтавлă” – çапла ят патăм Ольга Филипповна çинчен çырнă хайлава. Чăннипех сăваплă çак чăваш хĕрарăмĕн кун-çулĕ. Çĕр çинчи чи пысăк пуянлăха сунатпăр сире. Çирĕп сывлăхлă пулăр. Çуралнă кунсем çитсех пыччăр. Яланах хальхи пек çамрăк та ăшă чунлă юлăр.
Хисеплĕ Ольга Филипповна! Сире тулли кун-çул кÿрейтĕр Турă, вăл пулĕ пĕр ĕмĕр, шăп 100 çул, 100 çула çитсессĕн шута тăсăпăр малалла.
 
Сăн ÿкерчĕкре: педагогика ĕçĕн ветеранĕ О.Ф.Семенова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика