АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвайсемшĕн кĕтнĕ самант çитрĕ – çĕнĕ чиркÿ уçăлчĕ (Общество)

01 января 2010 г.

Тăвайсемшĕн кĕтнĕ самант çитрĕ – çĕнĕ чиркÿ уçăлчĕ (Общество)

2009 çулхи раштавăн 23-мĕшĕнче Тăвайра Михаил Архангел ячĕллĕ çĕнĕ чиркÿ уçăлни, ăна çветить тума Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава килни çинчен хаçат кĕскен хыпарланăччĕ ĕнтĕ. Паянхи номерте эпир уява епле хатĕрленни тата вăл мĕнле иртни çинчен тĕплĕнрех каласа парăпăр.
Çĕнĕ чиркÿ тăвас ĕç вăхăт-вăхăт çав тери йывăррăн пычĕ. Çавах та чиркÿ çыннисем, Турра ĕненекенсем, пуçаруçăсем пуçа усмарĕç. Утăм хыççăн утăм çак куна çывхартрĕç. Юлашки вăхăтра кунта ĕçсем çĕрлене юлса та пычĕç. Ăçта туса çитерменнине ĕлкĕртмелле, хăшне-пĕрне урăхларах тумалла, илемлетмелле тата ытти те. Кашнин валлиех ĕç нумай. Уйрăмах канашсем пулăшрĕç. Нумай-нумай çын хутшăнчĕ Тăвай чиркĕвне çĕклес ĕçе. Прихожансем туха-туха ĕçлерĕç, хамăр районтан тухнă паллă çынсем укçа-тенкĕ, строительство материалĕсем уйăрса пулăшрĕç. Вĕсен хушшинче хамăр ентешсене “Акконд” кондитер фабрикин генеральнăй директорне Валерий Николаевич Иванова, Шупашкарти “Старко” строительство фирмин генеральнăй директорне Андрей Спиридонович Александрова асăнмалла. “Сельхозхими” ертÿçисем, акă, чиркÿ никĕсне блоксем антарма та, чиркÿ тăррине купол хăпартма та – хăçан кирлĕ çавăн чухне – автотранспорт, кран уйăрса пачĕç. Пĕр статьяра çĕршер çын ятне илсе кăтартаймăпăр, çавăнпа та пысăк должноçсенче ĕçлекенсенчен пуçласа ялти инвалид-ватă таранах çĕре çити пуç таятпăр. Хальхи пурнăçра стройка çав тери хаклă, йывăр ĕç, пĕр шухăшлă çынсем пуçтарăнса тăрăшсан, тем те тума пулнине çирĕплетет те ĕнтĕ çĕнĕ чиркÿ. Пархатарлă, сăваплă ĕçре Турри хăй те пулăшса пычĕ. Çапла пĕтĕм йышпа тăрăшса раштавăн 23-мĕшне çитрĕмĕр. Пирвай сивĕсем те хăратса тăратчĕç, анчах хĕл хытти çемçелчĕ. Турă тивлечĕпе çав ир хĕвел те пăхрĕ, Тĕнчене Çăлакан та тăвайсен сăваплă ĕçĕшĕн вĕсемпе пĕрле савăнчĕ тейĕн.
Чиркĕве уçас умĕнхи каçхи кĕлле "вăл çĕнĕ çуртрах иртрĕ" пачăшкăсем улттăнтан ирттерчĕç. Çынсем заказной çуртасем парса хучĕç. Тепĕр ирхине 8 сехет тĕлне тĕн картлашки çинче тĕрлĕ сан йышăнакан служительсем çитрĕç. Çав шутра Варнава митрополит та, Введенский собор протоиерейĕ Геннадий атте, Канаш чиркĕвĕн аслă настоятелĕ благочиннăй Александр протоиерей, Анатолий "Елчĕк", Георгий аттесем тата ытти священнослужительсем. Березники чиркĕвĕн пачăшки те юлман çак çутă уявран..
Владыка çăмăл машина ăшĕнчен тухсанах ун ури айне çынсем тутăрсемпе пит шăллисем сарса пачĕç. Хăнасене Александр Егоров çăкăр-тăварпа, Николай атте хĕреспе кĕтсе илчĕç. Вĕсем хыççăн Владыкăран пил илнĕ виççĕмĕш çын район пуçлăхĕ Николай Ильич Иванов пулчĕ. Чиркĕве шалтан та, тултан та таса шывпа сирпĕтсе тухрĕç. Варнавăпа ăна пулăшакансем тата пысăк хĕрес йăтнă чиркÿ çыннисем хыççăн пурте çĕнĕ çурт тавра утса çаврăнчĕç. Храм пĕчĕкех те мар, анчах çын нумаййипе вăл тăруках тăвăрланса ларнăн туйăнчĕ. Çурта пырса çутма та кансĕр. Çавăнпа та, Турă хăех пĕлет çурта ăçта каймаллине тесе, çынсем ăна ывçи-ывçипе пĕр-пĕрин урлă алтарь умнелле пачĕç. Служба вăрăма пычĕ. Çылăх каçарттаракансем те, Турă юнне сыпакансем те йышлăн пулчĕç çав кун. Клиросран чуна тасатакан чиркÿ юррисем татти-сыпписĕр илтĕнчĕç. Чиркÿ тунă çĕре хутшăннă чи харсăр çынсене владыка грамотăсем парса тав турĕ. Çав пысăк чыса Василий Чумышев, Александр Егоров, Петр Большов "пурте Тĕмертен", Валентина Бурмистрова "Кивĕ Пуянкасси" тата Тăвай чиркĕвĕн пачăшкине пулăшакан Геннадий Семенов тивĕçрĕç.
Тăвай чиркĕвĕ унччен таврара чи илемлисенчен пĕри пулнă, теççĕ. Çĕнĕ чиркÿ те ирĕк, хитре. Стенасем тăршшĕпе пысăк та çĕнĕ турăшсем. Вĕсене йăлтах халăхран пухнă укçапа туяннă. Унччен çурта çутмалли вырăн тăххăр пулнă пулсан, халĕ – вунпĕр. Хальлĕхе туса çитереймен ĕçсем те пур-ха. Сăмахран, чансем вырнаçтармалли хăпартмалла, люстрăсем çакмалла, маччана, купол айĕсене, тен, ангелсемпе херувимсем ÿкерсе илемлетмелле, çурт йĕри-тавра тирпей-илем кĕртмелле. Тен, малашне унччен пулнă престолсене те тепĕр хут уçĕç. Хальлĕхе кунта 1 престол кăна – Архангел Михаил ячĕлли. Мирпе тăрăшсан, çак ĕçсене вăраха ямасăр пурнăçа кĕртме май килĕ. Пирĕн пурин те чиркĕве çÿресе хамăр чунсене тасатса пыма, Турăшăн сăваплă ĕçсем тума тăрăшмалла. Эпир пурте Турă айĕнче çÿретпĕр, Çĕр çинче хăнара кăна, хамăра вилĕмсĕр пурнăç валли хатĕрлер, ялан хамăра çăлакан Турăпа пулар.
 
Сăн ÿкерчĕксенче: алтарь умĕнче Варнава митрополит.
А.НИКИТИНА сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика