01 января 2010 г.

2009 çул вĕçленчĕ, унпа пĕрлех çĕнĕ ĕмĕрĕн малтанхи тăхăр çулĕ те хыçа юлчĕ. Çак кунсенче эпир унăн итогĕсене пĕтĕмлететпĕр, çав никĕс çинче пуласлăха палăртатпăр, 2010 çулпа малаллахи çулсем çине пысăк шанăç хуратпăр.
Çĕнĕ çул умĕнхи кунсенче пирĕн корреспондент Тăвай районĕн пуçлăхĕпе Николай Ильич ИВАНОВПА тĕл пулнă, 2009 çулхи кăтартусене пĕтĕмлетсе, 2010 çулхи пирки калаçнă.
–Николай Ильич, паллă ĕнтĕ, çулпа çул пĕр килмест, çавăнпа та 2009 çул мĕнле ĕçсемпе, ÿсĕмсемпе палăрса юлчĕ; Ăнăçусем, пĕлетпĕр, пирĕн района та пăрăнса иртмен-çке.
Н.ИВАНОВ: Чи малтанах çакна калăп: пирĕн район – ял хуçалăхлă район. Çавăнпа уйсемпе фермăсенче, килти секторта туса илнĕ продукци калăпăшĕпе пахалăхĕнчен, унпа мĕнле усă курнинчен ял çыннисен пурнăçĕ нумай килет. Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров йышăннă Çĕр ĕçлекен çулталăкне пирĕн районти агропромышленноç комплексĕн ĕçченĕсем те начар мар кăтартусемпе вĕçлерĕç. Çакна çынсем тĕрĕс ăнланччăр, ку вăл пĕртте мухтанас шухăшпа калани мар. 12373 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тĕш тырă культурисем туса илтĕмĕр. Тырă пурĕ 20 пин тонна е кашни гектартан 20 центнертан "2008 çулта – 17,9 ц" кая мар пухса илнĕ. Çĕр улми 28,6 пин тонна кăларса пухнă. “Акконд–агро фирма” УАО хăех 2770,7 т е кашни гектар пуçне 20,3 ц тырă, “Родник” ООО 1810 тонна е кашни гектар пуçне 181 ц çĕр улми пухса кĕртнĕ. Тĕрлĕ выльăх апачĕ хатĕрлессипе çине тăрса ĕçленĕ, кашни условнăй выльăх пуçне 28,7 ц е умĕнхи çулхинчен 2,5 ц нумайрах апат единици хатĕрлесе хунă.
2009 çулта районĕпе пĕтĕмпе халиччен усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ 1415 гектар çĕре ĕçе кĕртнĕ. Элита вăрлăх халичченхинчен нумайрах туянса усă курнă, минераллă удобренисем ытларах хывнă. 2010 çулхи тухăçшăн тăрăшса 4761 гектар (умĕнхипе танлаштарсан, 148 проц.) кĕр тыррисем акса хăварнă.
Пĕрлех техника паркне те çĕнетме тăрăшнă: пурĕ 17 млн. тенкĕлĕх 11 трактор тата 4 тĕш тырă комбайнĕ, çав шутран иккĕшĕ пысăк тухăçлă “Палессе” комбайн, туяннă.
Хуçалăхсенчен “Акконд–агро фирма” УАОна, “Дружба”, “Шимкусский”, “Чутеевский” ял хуçалăх кооперативĕсене тата хăш-пĕр хресчен-фермер хуçалăхĕсене уйрăмах ырăпа палăртнă пулăттăм. Вĕсем производствăна аталантарассипе, çĕнетсе лайăхлатассипе тата халиччен усă курман ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене ĕçе кĕртессипе сахал мар вăй хураççĕ.
Районта, 2008 çулхипе танлаштарсан, сĕт туса илесси 8,7, аш 6,5 процент хушăннă. Вĕсене, тĕпрен илсен, производство технологийĕсене çĕнетсе, выльăхсен продуктивлăхне ÿстерсе пынă никĕс çинче тунă.
Ахальтен мар ĕнтĕ республикăра ял хуçалăхĕнче тата тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсене чысланă чухне Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров пирĕн района “Республикăн “2008–2015 çулсенче Чăваш Республикинчи агропромышленноç комплексне аталантарасси тата ял хуçалăх продукчĕсен, чĕртаварăн, апат-çимĕçĕн рынокне йĕркелесси” тĕллевлĕ программине пурнăçлассипе эффективлă ĕçленĕшĕн” номинацире тĕп зонăри муниципаллă районсем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннăшăн Диплом тата укçан 150 пин тенкĕ преми парса хавхалантарчĕ. Ку наградăна район ĕçченĕсен пархатарлă ĕçне пысăка хурса хаклани вырăнне йышăнтăм. Преми укçине хуçалăхсене хăшĕ мĕнле ĕçленине кура çийĕнчех валеçсе панă. Çавăн пекех “Акконд–агро фирма” уçă акционерлă обществăна та ЧР Президенчĕн “Агропромышленноç комплексĕнче реформăсене вăйлатасси” Указне пурнăçлассипе тăрăшса ĕçлесе пынăшăн 60 пин тенкĕ преми парса чысланă. “Красная Чувашия” ЯХПК доярки Вера Анатольевна Васильева “ЧР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ята тивĕçрĕ.
Пысăк савăнăç – пирĕн ентеше, ЧР Патшалăх Канашĕн депутатне, “Акконд” УАОн генеральнăй директорне Валерий Николаевич Иванова “Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орденпа наградăлани. Районта агропромышленноç комплексне аталантарас тĕлĕшпе производствăна çĕнĕ техникăпа технологи, инноваци никĕсĕ çинче вăйлатса пыма тĕллев лартнă. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ, малашлăхлă задачăна пурнăçа кĕртес ĕçсенче Валерий Николаевич района питĕ пысăк пулăшу парать. Çĕнĕ çул çитнĕ майăн ăна çав ĕçсемшĕн уйрăммăн тав сăмахĕ калас, ырлăх-сывлăх, пысăк ăнăçусем, телей сунас килет!
–Задачăсем çинчен асăннă май, тен, çак ыйту çинче ытларах та чарăнса тăратăр, Николай Ильич(
Н.ИВАНОВ: Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура экономикăна, производствăна, халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатса пымалли пысăк масштаблă ĕçсене модернизаци, çĕнĕ технологи, инноваци, пысăк тухăçлăхпа перекетлĕх никĕсĕ çинче пурнăçламалли тĕллевсене уçăмлă кăтартса пачĕ. Хамăр вăйпа та, патшалăх пулăшăвĕпе те вĕсене пурнăçа кĕртсе пымалла. Йывăрлăх пур паллах – укçа-тенкĕ çитменни. Анчах ку чăрмава та çĕнтерме тăрăшмалла. Çак тĕллевпе районăн бюджет майĕсемпе те эффективлă усă курма тимлетпĕр. Акă, сăмахран, пирĕн район кăна 2009 çулта хуçалăхсене сĕтпе аш-какай туса илсе сутнăшăн район бюджетĕнчен субсиди парса пулăшрĕ. Çулталăкра 1 млн. та 400 пин тенкĕне яхăн пулчĕ ку пулăшу. 2010 çулта та çаплах пулĕ. Ытти нумай проектсене пурнăçа кĕртме те район бюджетĕнчен тивĕçлĕ сумма уйăрнă. Ăна социаллă пурнăç ыйтăвĕсене çăмăллăх кÿме те, ытти сферăсене та уйăрса панă.
Патшалăх агропромышленноç комплексне аталанма пулăшса пирĕн района пурĕ 59 млн. тенкĕ субсиди уйăрнă. Çакăнта федераллă тата республика бюджечĕсен укçи-тенкисĕр пуçне вырăнти бюджет укçи-тенки те тивĕçлĕ тÿпе йышăнать. Ялта ĕçлекенсем валли çурт-йĕр çавăрма кăна 3 млн. та 885 пин тенкĕ расхутланă. Патшалăх агропромышленноç комплексне аталантарма инвестици кредичĕсем, минераллă удобренисем, элита вăрлăхсем, ăратлă выльăхсем, çĕнĕ техникăпа технологи линийĕсем илме пулăшать тата ытти те. Кусем, тÿрех калăпăр, самай витĕмлĕ пулăшу.
Палăртнă задачăсене пурнăçа кĕртсе пырса, 2010 çулта “Акконд–агро фирма” обществăн ăратлă выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче ку чухнехи çĕнĕ технологипе ĕçлекен 500 вырăнлă ĕне витин иккĕмĕш черетне тума палăртнă. Çакна валли 60 млн. тенкĕлĕх вăрăм сроклă кредит илме документсем хатĕрленĕ. Унтах лагунăра пухăнакан тислĕке ĕçлесе хатĕрлесе комплексра усă курмашкăн электроэнерги туса илмелли биогаз тата пахалăхлă органикăллă удобрени кăларма тытăнма, ятарлă оборудовани туянса вырнаçтарма палăртнă.
“Тăвайри сĕт завочĕ” ОООра модернизаци, реконструкци ĕçĕсем туса, тухăçлă та перекетлĕ ĕçлекен инновациллĕ технологи линийĕсем, оборудовани вырнаçтарса продукцие вырăнтах ĕçлесе тирпейлеме, тĕрлĕ продукци кăларма, вĕсен ассортиментне ÿстерсе пыма палăртнă. Çаксене валли 2010 çулхи I çур çулта пурĕ 50 млн. тенкĕлĕх ку чухнехи импортлă оборудовани туянма пăхнă. Кунта талăкра 60 тонна таран сĕте ĕçлесе тирпейлеме, унран экологи тĕлĕшĕнчен таса продукци "сĕт, выльăх çăвĕ, хытă сыр, тĕрлĕрен сĕт продукчĕсем" кăларма палăртнă.
Хуçалăхсенче сăвакан ĕнесен кĕтĕвне, вĕсен продуктивлăхне ÿстерсе пырас тĕллев тăрать. Çак тĕллевпе интенсивлă технологипе белоклă культурăсем – рапс, соя ытларах акса тума палăртнă. Çĕнĕ технологисен никĕсĕ çинче продукци пахалăхĕ лайăхланса пымалла. Çакă та ялта тавар туса илекенсене хушма укçа-тенкĕ кÿрĕ.
Çул-йĕрсене пăхса йĕркелесе тăма район бюджетĕнчен 8 млн. тенкĕ уйăрăпăр.
“Тăвайри кооператив” ПО, ытти суту-илÿ точкисем халăха таварсемпе тивĕçтерессине лайăхлатса пыраççĕ. Райпо магазинсене реконструкци туса çĕнетсе лайăхлатма тăрăшать. Хальхи вăхăтра 8 магазин самообслуживани йĕркипе ĕçлет. Çăкăр заводĕнче те ырă улшăнусем пур. Кунашкал çĕнĕлĕхсем 2010 çулта та пулĕç.
2009 çулта Тăвай ялĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене юсаса çĕнетессипе чылай ĕç тунă. Тĕллев – 2010–2011 çулсенче нумай хваттерлĕ пур çурта та тĕп юсав туса пĕтермелле. 18–20 млн. тенкĕ кирлĕ пулать. Çак суммăн 90 проценчĕ федераллă бюджетран килет. “Кивĕ çурт-йĕр” программăна пурнăçлассипе те çине тăрăпăр.
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул çитнĕ ятпа ветерансене çурт-йĕрпе, хваттерпе тивĕçтересси те тимлĕхре.
Тăвайра бассейн тăвас ыйту тăрать. Малтанлăха хамăр вăйпах пуçлама тивет пулĕ. Анчах фундаментне хывма кăна 2 млн. та 700 пин тенкĕ кирлĕ. Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ котельнăя модернизаци, реконструкци тумалла. Техпаспорт хатĕр. Санкт-Петербургран экспертизăран килессе кĕтетпĕр. Иккĕмĕш номерлĕ ача сачĕ те, кунти çуртсем те çут çанталăк газĕпе ăшăнмалла пулĕç. Ялсенче фельдшерпа акушер пункчĕсене газификацилес ĕç пырать. Улянкăра, Чутейре вĕçленĕ хальлĕхе ку ĕçе.
Эльпуçĕнчи вăтам шкулăн çуртне тума палăртнă. Ялсенче “Компактлă строительство” программа пурнăçа кĕрсе пырать. 2009 çулта асăннă программăпа Енĕш Нăрваш ялĕнче ĕçсем пынă: врач офисне, вăтам шкула, культура çуртне юсанă, халĕ çул тума материалсем турттарса хатĕрлеççĕ. 2010 çулта та районти пĕр-икĕ ял поселенийĕн территорийĕнче асăннă программăпа пăхнă условисене лайăхлатма май килĕ тесе шанатăп.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă нумай ĕç тунă кăçал патшалăх пулăшнипе. Федераллă бюджетран ку тĕлĕшпе пурĕ 8 млн. та 278 пин те 667 тенкĕ уйăрса панă. Çав шутран 3 млн. та 660 пин те 759 тенкине ял хуçалăхĕнче ĕç вырăнĕсем туса пама усă курнă. 20 хресчен-фермер хуçалăхĕпе уйрăм предприниматель хăйсене валли ĕç тупнă. 724 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Хальхи пурнăçра кашни ĕç вырăнĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Çынсем ЛПХ кредичĕ илсе те хăйсене хăйсем ĕçпе тивĕçтереççĕ. Районĕпе ку вăхăт тĕлне пурĕ 1528 çемье 185 млн. тенкĕлĕх ытла çăмăллатнă кредит илнĕ. Çынсем пуç усманни, предпринимательлĕх, вак бизнес вăй илсе пыни, çĕрпе анлăрах усă курма тытăнни савăнтарать.
–Тавтапуç, Николай Ильич! Юлашкинчен хăвăр пирки те кăштах ыйтса пĕлме ирĕк парсамăр. Тĕп ĕçрен пушă чухне вăхăта мĕнле ирттеретĕр(
Н.ИВАНОВ: Спорткомплексра волейболла вылятăп. Ялта та, Улянкăра, çамрăксемпе волейболла выляма хавас. Волейболпа футбол площадкисене хам хуçалăх ертÿçинче ĕçленĕ чухнех тунăччĕ. Халĕ йĕлтĕр çине те тăтăм.
Çакăнсăр пуçне кил хуçалăхра тăтăшах ĕç инструменчĕсем алла тытатăп. Мунчапа витене, ытти хăшне-пĕрне хам алăпах тунă. Чăх-чĕп, хур ĕрчететпĕр. Паçмапа пахча пур.
–Çĕнĕ çула ăçта кĕтсе илетĕр;
Н.ИВАНОВ: Килте, çемьепе пĕрле. Çĕнĕ çул каçĕ çуллен виçĕ-тăватă çемье пĕрле пухăнатпăр. 12 çул çапла. Çĕнĕ çул – хăйне евĕр уяв, унран ыррине, ĕмĕтсем пурнăçланасса кĕтетĕн. Хаçатра сăмах панипе усă курса, эпĕ район çыннисене пурне те Çĕр çинче мĕн лайăххи пур, пурне те вĕсене сунатăп. Çĕнĕ çулта йывăрлăхсем чакса, ĕмĕтленнисем, палăртса хунисем пурнăçа кĕрсе пыччăр, сывлăх, юратупа телей ырлăх кÿччĕр. Хамăртан та сахал мар килет, ăна та манар мар. Ăнăçусем сунатăп.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.