АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулталăка пĕтĕмлетнĕ (Общество)

25 декабря 2009 г.

Çулталăка пĕтĕмлетнĕ (Общество)

Район администрацийĕнче çамрăксен çулталăкне пĕтĕмлетсе ĕçлекен яшсемпе хĕрсен форумĕ иртнĕ. Район пуçлăхĕ Н.И.Иванов хăйĕн сăмахĕнче çамрăксен политики общество аталанăвĕнче тĕп стратеги ресурсĕ пулнине палăртнă.
РФ Президенчĕн Указĕпе 14–26 çулсенчи пултаруллă, талантлă çамрăксене тĕрлĕ ÿсĕмсемшĕн премисемпе хавхалантараççĕ. Тушкил шкулĕнче вĕреннĕ Ирина Иванована вĕренÿри çитĕнÿсемшĕн (халĕ ЧГУ студентки) 30 пин тенкĕ преми панă.
Н.Иванов производствăри, творчествăпа ертсе пырас ĕçсенчи хастарлăхшăн район пуçлăхĕн премийĕсемпе чысларĕ. Вĕсен хушшинче – Тенеялĕнчи куллен кирлĕ таварсен магазин сутуçи Эльвира Ахтямова, “Новый путь” ЯХПК скотникĕ Андрей Арсентьев, “Красная Чувашия” ЯХПК механизаторĕ Владимир Александров, “Дружба” ЯХПК доярки Наталья Баранова, районти тĕп больницăри Наталья Масленникова медсестра, диагностикăпа консультаци центрĕн психологĕ Лилия Михайлова, информаципе аналитика центрĕн методисчĕ Наталья Федорова.
Ял тăрăхĕсенче çамрăксемпе ĕçлессине лайăхлатас енĕпе ирттернĕ районти конкурс итогĕсене пĕтĕмлетрĕç. I степень дипломпа 4500 тенкĕлĕх сертификата Тушкил ял тăрăхĕнчи ĕçлекен çамрăксен координаци совечĕ тивĕçрĕ. II тата III степень дипломсемпе (2000 тата 1500 тенкĕ) Йăнтăрчă тата Çĕнĕ Пуянкассипе Тăвай ял тăрăхĕсенчи советсене наградăларĕç.
 
Сăн ÿкерчĕкре: награда илнисен ушкăнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика