25 декабря 2009 г.

Паллă ĕнтĕ, 2010 çулхи юпан 14–25-мĕшĕсенче Раççейре халăх çыравне ирттереççĕ.
Халăх çыравĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен районти комиссин черетлĕ ларăвĕ пулнă. Унта çак пĕлтерĕшлĕ мероприятие хатĕрленесси хамăр тăрăхра епле пыни пирки комисси председателĕн çумĕ Э.Кучеренко тунă информацие итленĕ. Хатĕрленÿ ĕçĕсем районта та сарăлсах пыраççĕ. Акă, кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне пур ялта та адрес хуçалăхне йĕркелесе çитернĕ. Ку енĕпе ял поселенийĕсем аван ĕçленĕ.
Халăх хушшинчи информаципе ăнлантару ĕçĕ çинчен те сăмах пынă.
Ларура асăннă информацие шута илнĕ. Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленсе ирттерессипе çыхăннă ытти ыйтусене пăхса тухнă, çав тĕлĕшпе çитес çулхи ĕçсен планне çирĕплетнĕ.
Ларăва комисси председателĕ, район пуçлăхĕ Н.Иванов йĕркелесе ертсе пынă.