АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕмпех ачасен телейĕшĕн (Общество)

25 декабря 2009 г.

Пĕтĕмпех ачасен телейĕшĕн (Общество)

Райцентрти культурăпа кану çуртĕнче ытларикун иртнĕ “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” ятлă марафон Тăвай районĕнче ырă ĕç тăвакансем нумайăн пулнине çирĕплетсе пачĕ. Ку акци районта декабрĕн çиччĕмĕшĕнчех пуçланнă. Ачасем телейлĕ пуласси аслисенчен килнине асра тытса, Тăвай енри организацисемпе предприятисем, уйрăм çынсем асăннă кунранпах марафон пухмачне укçа-тенкĕ куçарма тытăннă. Ку эрне пуçламăшĕнче вара ырă кăмăллăх ĕçĕ малалла тăсăлчĕ.
Программăна вĕрентÿпе çамрăксен политики пайĕн тĕп спецпиалисчĕ Н.Чайкинапа ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центр директорĕ Л.Степанова ертсе пычĕç.
Малтанах Тăвайри музыка шкулĕнчи ташă ушкăнĕ тухрĕ сцена çине. Тĕрлĕ ÿсĕмри хĕрачасем питĕ ăста кăтартса пачĕç хăйсен пултарулăхне, опытлă ташăçăсем пекех тыткаларĕç хăйсене сцена çинче. Залра ларакансем алă çупса тав турĕç çамрăксене.
Район пуçлăхĕ Н.Иванов сăмах илчĕ унтан. “Хаклă ачасем! Паян çак çутă залра хаваслă уяв йĕркелерĕмĕр. Сирĕн савнăçпа йăлкăшакан куçăрсене курма, эсир уççăн кулнине итлеме, хăвăра телейлĕ туйнине сăнама питĕ кăмăллă. Çакăншăн пурăнатпăр та эпир, аслисем, çакăншăн ĕçлетпĕр”, – тесе пуçларĕ калаçăвне Николай Ильич.
Иртнĕ çул “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” марафонра 129 пин те 800 тенкĕ укçа-тенкĕ пухăннă, вĕсенчен 84300 тенкине тăкакланă. 52484 тенкине Тенеялĕнчи, Улянкăри, Çăлпуçĕнчи, Чутейри, Ураскассинчи çул çитмен ачасене пулăшма янă. 10 пин ытла тенкине тăлăх тата инвалид ачасене валли Çĕнĕ çул уявĕ ирттерме, пĕчĕк тупăшлă çемьесенчи вĕренекенсем валли ырă кăмăллăх концерчĕ йĕркелеме тăкакланă. Саранск, Владимир хулисенче хăйсен пултарулăхне ăнăçлă кăтартнă Тăвай енĕн вĕренекенĕсене те асăннă фондран укçа-тенкĕ парса хавхалантарнă. Юлнă 45500 тенкине йывăрлăхри тата пĕчĕк тупăшлă çемьесенчи ачасене пулăшма яма пăхнă.
Иртнĕ çул пирĕн ачасем 723 хут тĕрлĕ фестивальсемпе конкурссене, конференцисене хутшăнса ырă тĕслĕх кăтартнă. О.Егорова, И.Кузьмин, Л.Майраслова, А.Михайлов, П.Павлов (Тăвай), Д.Порфирьев (Мучар), Е.Яклашкина (Чутей) республикăри олимпиадăсенче малти вырăнсене тухнă. Тата ытти ăмăртусемпе вăйăсенче те Чăваш енĕн маттур çамрăкĕсем пулнине кăтартса панă пирĕн ачасем. Тавах, сире пурне те, çакăншăн. “Паян иртекен акци пире йывăрлăхра пĕрлештерет. Пухăннă укçа-тенкĕ ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă тата çăмăл мар шăпаллă ачасене, çул çитмен инвалидсене, йышлă, пĕчĕк тупăшлă çемьесенче çитĕнекенсене, пултаруллă çамрăксене пулăшма кайĕ”, – терĕ юлашкинчен марафонăн районти комитечĕн председателĕ. Николай Ильич марафон пухмачне чи малтан пуянлатрĕ, пĕр кунхи ĕç укçине хыврĕ.
Юрă хыççăн ташă, унтан сăвă улшăнчĕ сцена çинче. Районти пур шкулсен коллективĕсем, Тăвайри ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центра тата музыка шкулне, культурăпа кану центрĕ çумĕнчи кружоксене çÿрекенсем хăйсен тантăшĕсене савăнăç кÿрессишĕн, йывăрлăхрисен шăпине кăшт та пулин лайăхлатассишĕн харпăр хăй тÿпине хыврĕç. “Тайна”, “Забава” ансамбльсен, С.Бельская (Тĕмер), М.Титова (Тăвай) тата хăш-пĕрисен номерĕсене залрисем ăшшăн йышăнчĕç.
Тăвайри больницăн тĕп врачĕ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Т.Шакшина, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ В.Ильин, район пуçлăхĕн çумĕсем Г.Гавриловпа В.Шакров, “Тăвайри кооператив” потребобщество ертÿçи В.Федоров, халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрăн тĕп бухгалтерĕ Н.Головина, финанс пайĕн пуçлăхĕ А.Сергеев, шкулсенче вĕренекенсем тата ыттисем коллективсен е хăш-пĕрисем хăйсен ячĕпе укçа-тенкĕ ячĕç марафон пухмачне ачасем юрланă-ташланă самантра. М.Герасимовапа Р.Гурина (Тăвай), М.Соркина (Çĕнçырма) пенсионерсем те тухса каларĕç, хăйсен юлташĕсене ачасене пулăшма сĕнчĕç, пенси укçине хыврĕç.
Çав кун тăватă сехете пынă концерт программинче 100 ытла номерпе паллаштарнă арçын ачасемпе хĕр ачасем. Чăннипех пуян иккен Тăвай ен талантлă çамрăксемпе!
“Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” марафона йĕркелекенсен районти комитечĕ ыркăмăллăх мероприятине ирттерме пулăшнă коллективсемпе уйрăм çынсене, акцие хутшăннисене тав тăвать.
Тăватă сехет хушшинче марафон пухмачне пурĕ 65 пин ытла тенкĕ укçа пухăннă.
Асăннă ырă ĕçе хутшăнма ĕлкĕрейменнисен те пăшăрханмалла мар, марафон малалла пырать, вĕсем кăçалхи юлнă кунсенче укçа-тенкĕ куçарма пултараççĕ.
 
Сăн ÿкерчĕкре: район пуçлăхĕ Н.Иванов хăйĕн ырă тивĕçне пурнăçлать; район администрацийĕн тĕп специалисчĕ В.Чайкинпа А.Кондратьев вĕренекен юрлаççĕ.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика