25 декабря 2009 г.

2009 çулхи раштавăн 23-мĕшĕ ра-йон историне кĕрсе юлмалли кун пулчĕ. Çур ĕмĕр ытла чиркÿсĕр тăрса юлнă Тăвай халăхĕ Турă тивлечĕпе, нумай-нумай çын пулăшнипе çак кун тепĕр хут Михаил Архангел ячĕллĕ чиркÿллĕ пулса тăчĕ. Тавах сире, тăванăмăрсем, çак куна кĕтсе илес тесе, пĕтĕм мирпе çавăн пек пысăк та сăваплă ĕçе хутшăннăшăн. Уявпа сире! Чиркÿ çулĕ такăрлансах пытăр!
Çĕнĕ храма уçма ирхине 8 сехетрех Шупашкар тата Чăваш митрополичĕ Варнава епархи çыннисемпе килсе çитрĕ, чиркĕве çветить туса служба ирттерчĕ.
Уяв мĕнле иртнипе тĕплĕнрех хаçатăн черетлĕ кăларăмĕнче паллаштаратпăр.