22 декабря 2009 г.
Çĕнĕ çула кĕтсе илессине халăх пысăк уяв вырăннех хурать. Ку тĕлĕшпе коллективсенче çулленех çĕнĕлĕхсем кĕртеççĕ, елка илемне ÿстерме чылайăшĕ электричество çутипе, çуртасемпе, пиротехника изделийĕсемпе усă кураççĕ. Халĕ каланине шута илсен, çак тапхăр пушар тухаслăх тĕлĕшпе пысăк хăрушлăх кăларса тăратать те. Çакна Пермь хулинчи каçхи клубра пулса иртнĕ инкек те çирĕплетсе парать. Клубри пушар хăрушсăрлăхĕшĕн ответлă çынсен явапсăрлăхне пула 148 çын пурнăçĕ татăлни тата йывăр пиçсе кайнипе чылайăшĕ больницăсене лекни Çĕнĕ çул елки ирттерес тĕлĕшпе ответлăха ÿстерме кирли çинчен калать.
Уйрăмах пиротехника изделийĕсем пысăк тимлĕх ыйтаççĕ. Вĕсемпе усă курма ятарлă вĕренÿ кирлĕ. Пиротехника изделийĕсем – пушар хăрушлăхĕ кăларса тăратакан хатĕрсем. Çавăнпа та вĕсене 19433 номерлĕ ГОСТпа 1-мĕш класлă хăрушлăх хатĕрĕсен йышне кĕртеççĕ. 2000 çултанпа пиротехника изделийĕсем тĕлĕшпе ятарлă ГОСТсем ĕçлеççĕ. Пиротехника изделийĕсемпе усă курнă чух çак ĕçе ăçта тата мĕнле изделисемпе туса ирттерессине малтанах палăртмалла. Фейерверк вырăнĕ уçă лаптăк пулмалла. Ун таврашĕнче 100 метр радиусра хăвăрт хыпса илекен хатĕрсем, автомашинăсем чарăнакан вырăнсем, йывăç сарайсемпе гаражсем, улăм тата типĕ çулçă куписем пулмалла мар. Вăйлă çил чухне хăрушлăх зони 3–4 хут ÿсет. Фейерверксем янă чухне куракансем ăçтарах вырнаçнине шута илмелле. Вĕсен фейерверкран çил енче пулмалла.
Енчен те сирĕн кил хушши пĕчĕк пулсан, инçе вĕçекен изделисемпе, ракетăсемпе усă курассинчен пăрăнмалла. Вĕсемпе пурăнмалли çуртсем таврашĕнче пачах усă курма юрамасть.
Çакна та ан манăр! Пиротехника изделийĕсемпе усă куриччен малтан инструкципе тĕплĕн паллашмалла, вĕсене алăранах вĕçтерессинчен, хупă пÿлĕмре усă курассинчен, ачасем выляссинчен, йĕпеннĕ хатĕрсене вĕри вырăнсенче типĕтессинчен пăрăнмалла.
Инçетри инкек хамăр патăмăрта та пулма пултарасси çулсеренех Çĕнĕ çул таврашĕнче районта 1–2 пушар тухнинчен те аван курăнать. Çак инкексем кăçал ан пулччăр тата Çĕнĕ çул уявĕсене “хĕрлĕ автан” ан тĕк-сĕмлеттĕр тесен, маларах асăрхаттаратпăр: кашнин пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмалла. Çав тĕллевпе:
–елкăсем ирттерме коллективсенче ответлă çынсене çирĕплетмелле;
–яваплă çынсен районти пушар чаçĕнче пушар хăрушсăрлăхĕпе инструктаж илмелле, вĕсен çавна вырăнсенче Çĕнĕ çул ирттерме хутшăнакансемпе йĕркелемелле;
–елка ирттериччен пÿлĕмсене тĕплĕн тишкерсе тухмалла, пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсем тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕ пулмалла;
–елка вăхăчĕ пирки вырăнти пушар хуралне маларах пĕлтерсе хумалла;
–елкăна пушар хуралĕн ирĕкĕсĕр вырнаçтармалла мар;
–ăна ирттермелли пÿлĕмре урама тухма икĕ алăк пулмалла;
–елкăна алăксем патне вырнаçтарас çук, унпа стена тата мачча хушши пĕр метртан кая мар пулмалла;
–елкăна илемлетме хăвăрт хыпса илекен теттесемпе, ватăпа, бенгали çуртисемпе усă курма юрамасть, çак тĕллевпе заводра хатĕрленĕ электрогирляндăсемпе çеç усă курмалла.
Уяв вăхăтĕнче электрогирляндăсем çинче пĕчĕк кăлтăк асăрхасанах электричествăна пĕр тăхтамасăр сÿнтермелле. Елка çинче çулăм курăнсассăн, аслисен елкăна çийĕнчех çĕре ÿкермелле те хăвăрт сÿнтерме мерăсем йышăнмалла. Искусствăлла елкăна шывпа сÿнтерни тĕрĕс мар, мĕншĕн тесен çуннă чух синтетика ирĕлет, шыв лексен вĕресе кайма тата шыв юххипе айккинелле сарăлма пултарать. Кун пек чухне огнетушитель – чи вырăнли. Сыхă, тимлĕ, ăнлануллă пулни пурнăçра питĕ пĕлте-рĕшлĕ. Маларах асăннă йĕркесене пăхăнсан, уяв хаваслă та лайăх кăмăлпа иртĕ.