АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен сывлăхне хÿтĕлессипе çыхăннă (Правопорядок)

22 декабря 2009 г.

Кăçалхи июльте ЧР Патшалăх Канашĕ “Ачасене ÿт-пÿ, ăс-хакăл, ăс-тăн, шухăш-кăмăл тата этеплĕх аталанăвĕ çине япăх витĕм кÿрекен сăлтавсенчен хÿтĕлес енĕпе пурнăçламалли хăш-пĕр мерăсем çинчен” закон (43-мĕш закон) йышăнчĕ. Çамрăк ăрăва пурнăçри тÿнтер пулăмсенчен хÿтĕлес енĕпе тунă питех те кирлĕ утăм ку. Ачасен сывлăхĕшĕн, аталанăвĕшĕн ашшĕ-амăшĕ те, шкул та, патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем те тăрăшма тивĕç.
Çапла çĕнĕ законпа килĕшÿллĕн çул çитмен çамрăксен июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен çĕрлехи вăхăтра – 23 сехетрен пуçласа ирхине 6 сехетчен, ытти чухне 22 сехетрен пуçласа ирхине 6 сехетчен обществăлла вырăнсенче, çав шутра урамра, паркра, стадионра, пурте усă куракан транспорт хатĕрĕнче, суту-илÿ тата обществăлла апатлану точкисенче пулма юрамасть. Çул çитмен çамрăксем йышăннă йĕркесене пăссан, вĕсен ашшĕ-амăшне 100 тенкĕрен пуçласа 500 тенкĕ таран штраф тÿлеттереççĕ. Çавăн пекех юридически сăпатсем те (калăпăр, культурăпа кану центрĕсен, клубсен директорĕсем т.ыт.те) яваплăхран пăрăнса юлма пултараймаççĕ, вĕсене 1000 тенкĕрен пуçласа 3000 тенкĕ таран штраф тÿлеттерме пултараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика