АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сунар йĕркине пăхăнмалла (Общество, экология)

22 декабря 2009 г.

Районти шалти ĕçсен пайĕн дознани ушкăнĕ кăçал РФ Уголовнăй кодексĕн 258-мĕш статйин 1-мĕш пайĕн “а” пункчĕпе 2 ĕç пуçарнă. Иккĕшĕ те çынсем закона сĕмсĕррĕн пăсса хир сыснисене тытнипе çыхăннă. Пĕр тĕслĕхĕ февральте Çĕнĕ Ишпуç çывăхĕнче пулса иртнĕ. Паллă мар çынсем икĕ хир сыснине персе ÿкерсе какайне илсе кайнă (çакна пăрахса хăварнă тирсемпе пуçĕсем çирĕплетеççĕ). Тепĕр тĕслĕхĕнче ноябрĕн 8-мĕшĕнче Энĕшпуç çывăхĕнчи вăрманта хир сыснин какайне тупнă. Икĕ тĕслĕхĕнче те хальлĕхе çут çанталăка пысăк сăтăр тăвакансене тупса палăртайман-ха. Камăн та пулин асăннă тĕслĕхсемпе информаци пулсан шалти ĕçсен пайне пĕлтерме ыйтатпăр. Закона пăсакансене, тупса палăртсан çирĕп явап тыттарма пултараççĕ.
Служба вырăнĕпе усă курса е темиçе çын малтан килĕшсе татăлса ушкăнпа тунă çавăн пек преступленишĕн 100 пин тенкĕрен пуçласа 300 пин тенкĕ таран штраф тÿлеттерме е 2 çул таран ирĕклĕх прависĕр хăварма пăхнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика