АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Тăрăшсан, ăнăçать” (Энергетика)

22 декабря 2009 г.

“Тăрăшсан, ăнăçать” (Энергетика)

Электроэнерги валеçекен объект-сен ĕçне тата ялсенчи каçхи урамсене çутатассине лайăхлатас, халăха пахалăхлă ĕçмелли шывпа тивĕçтерес тĕллевпе Тăвай районĕнче 2004 çулта “Водоэлектросеть” муниципаллă унитарлă предприяти туса хунă.
Асăннă коллектив çанă тавăрса ĕçе пуçăннă. Ертÿçĕре вăй хума МУП ЖКХ директорĕ пулнă Геннадий Игнатьевич Сергеев пуçланă. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ вăл. Энергетиксен кунĕ умĕн пирĕн журналист Г.Сергеевпа тĕл пулнă, ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.
– Геннадий Игнатьевич, нумаях пулмасть республика Президенчĕ Н.Федоров Патшалăх Канашĕн Пухăвĕнче тухса калаçрĕ. “Чăваш Ен: пуласлăхри тата пуласлăх валли” Çыру кăçал тунă ĕçсене пĕтĕмлетет, малашлăха хăюллăн пăхма сĕнет. Эсир мĕн шухăшлатăр çакăн пирки;
–Паянхи лару-тăру ансат мар. Çавăнпа республикăра пурăнакансене чĕнсе каланин пĕлтерĕшĕ пысăк. Президент хыçа юлнă ĕçĕмĕрсене пĕтĕмлетрĕ, тĕллевĕмĕрсене палăртрĕ, вĕсене пурнăçламалли çул-йĕрсене уçса пачĕ, мĕнле пурăнмаллине пĕлтерчĕ. Президент Çырăвĕ – малалла тата лайăхрах ĕçлеме хистекен документ.
Пирĕн вара тăрăшса вăй хумалла кăна. Президент, Правительство, Патшалăх Канашĕ, район администрацийĕ ертсе пынипе малтан-мала каймалла.
–Кăçал сирĕн организацие йĕркеленĕренпе пилĕк çул çитрĕ. Асăннă тапхăрти ĕçсене кĕскен те пулин пĕтĕмлетеймĕр-ши;
–Пирĕн коллективăн тĕп тĕллевĕ – электроэнергие потребительсем патне чăрмавсăр тата вăхăтра çитмелле тăвасси. Малтан эпир трансформаторлă çичĕ подстанци, 17,2 километр тăршшĕ электролини пăхса тăтăмăр. Вĕсем кивелсе çитнĕччĕ. Юсама е улăштарма укçа-тенкĕ çителĕксĕрри чăрмантаратчĕ. Çапах та йывăрлăхсенчен шикленмерĕмĕр, шанса панă объектсене çĕнетессипе çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшрăмăр. Пĕтĕмпех çĕнĕрен пуçлама пĕрре те çăмăл мар. Çапах та çутă пуласлăх хавхалантарсах тăчĕ, пилĕк çул хушшинче чылай ĕç турăмăр.
–Вăкăр çулĕ ырă аса илÿсемпе асра юлать эппин, Геннадий Игнатьевич;
–Çапла, унитарлă предприятирен “Энергосеть” тулли мар яваплăхлă общество туса хутăмăр. Кăçал трансформаторлă пилĕк подстанци юсаса çĕнетрĕмĕр. Çак ĕçсене тума патшалăх 630 пин тенкĕ укçа уйăрнă. Пĕтĕм тăкак 703 пин тенкĕпе танлашнă. Виçĕ миллион та 500 пин тенкĕлĕх электроэнергие потребительсем патне çитернĕ. Кунта çухату 189 пин тенкĕлĕх пулнă. Çакна пĕтерме виçĕ çухрăм тăршшĕ электролини çĕнетнĕ. Электроэнергипе тивĕçтерекен урамри, пÿртри линисене те чылай тунă. Пирĕн общество ĕçченĕсем ыйтусене вăхăтра тата пахалăхлă татса парассишĕн тимлеççĕ.
–Коллективпа, умри задачăсемпе тĕплĕнрех паллаштараймăр-ши тата;
–Пурĕ вун тăваттăн ĕçлетпĕр эпир. Ĕç укçине вăхăтра илетпĕр. Пĕр уйăхри вăтам ĕç укçи 11 уйăхра 8 пин тенкĕпе танлашнă. Леонид Васильев мастера, Юрий Семенов, Александр Васильев, Сергей Разин, Олег Ашмарин электромонтерсене, Владимир Алексеев, Александр Михайлов водительсене, Валерий Данилов слесарьпе Борис Михайлов электрогазосварщика ырăпа асăнмалла. Вĕсемпе йывăрлăхсене парăнтарма пулать. Çулталăка лайăх кăтартусемпе вĕçлетпĕр, таса тупăш та пур пирĕн.
Умри тĕллевсем пысăк. Гаражпа мастерской тума пуçларăмăр кăçал, вĕсене çитес çул туса пĕтермелле. Баланс çинчи ытти объектсене те çĕнетмелле, юсанисене тивĕçлĕ шайра пăхса тăмалла. «Тăрăшса ĕçлесен, ăнăçать»,– тесе ахальтен каламан ваттисем. Эпир çакна пурте аван пĕлетпĕр.
–Юлашкинчен пĕрле ĕçлекенсене мĕн суннă пулăттăр, Геннадий Игнатьевич;
–Районти энергетика службин хисеплĕ ĕçченĕсене профессиллĕ уявĕпе, çывхаракан Çĕнĕ çулпа саламлатăп. Пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, телейпе юрату сунатăп.
–Тавах калаçушăн.
–Хăвăра тав.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика