АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сивĕ кунсем пире те тĕрĕслерĕç (Энергетика)

22 декабря 2009 г.

Сивĕ кунсем пире те тĕрĕслерĕç (Энергетика)

Раççее электрификацилемелли ГОЭЛРО планне 1920 çулхи декабрĕн 22-мĕшĕнче пăхса тухнă. Унтанпа асăннă кун энергетиксен уявне паллă тăваççĕ.
Тăвай енре электрификаци ĕçĕсене 1965–1970 çулсенче пурнăçланă. Республикăри 50-мĕш мехколонна ĕçченĕсемпе Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем тăрăшса ĕçленĕ. Ял халăхне çутта кăларас тĕллев вĕсене хавхалантарса тăнă. Халь эпир электроэнергисĕр нимĕн те тăваймастпăр.
Тăвайри энергетиксен пысăках мар коллективĕ йывăрлăхсене пăхмасăр юсав ĕçĕсене туллин пурнăçлассишĕн, ял хуçалăхĕсене, предприятисене, организацисене, халăха электроэнергипе чăрмавсăр тивĕçтерессишĕн тимлет.
Электричество сечĕсем 40 çул хушшинче чылай хавшанă, укçа-тенкĕ çителĕксĕррипе нумай юсаймарăмăр кăçал. Вăхăтлăха тытса тăмалли юсав ĕçĕсем турăмăр.
П.Иванов тĕп инженер, О.Староселец, С.Александров, Э.Александров, Л.Федоров диспетчерсем, Г.Кошкинпа В.Якимов тата ытти дежурнăй электромонтерсем хăйсен тивĕçĕсене аван пурнăçлаççĕ.
Нумаях пулмасть сивĕ кунсем пире те тĕрĕслесе илчĕç. Хĕл Мучи хаярлăхне пула туртăнса татăлнă пралуксене сивĕ çанталăка, каçхине пулнине пăхмасăр хăвăрт шыраса тупнă работниксем. Унтан вĕсене кĕске вăхăтра сыпăнтарма пултарнă, электроэнергипе тивĕçтерме пуçланă.
Çавăн пекех пирĕн патăрта 1987 çултанпа мастерта ĕçленĕ, халĕ электромонтерта тăрăшакан А.Нилов та тав сăмахне тивĕçлĕ. Çак кунсенче вăл 60 çул тултарчĕ, наставник хăйĕн опычĕпе çамрăксене паллаштарать.
Районти энергетиксене, çак ĕçре вăй хурса тивĕçлĕ канăва тухнисене профессиллĕ тата Çĕнĕ çул уявĕсемпе саламлатăп. Пурне те çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, çăмăл мар ĕçĕрте ăнăçу сунатăп.
 
Сăн ÿкерчĕкре: кулленхи ĕçсене планланă самантра.
В.НИКИТИН сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика