22 декабря 2009 г.
Нумаях пулмасть ачасемпе çамрăксен Тăвайри спорт шкулĕнче залра мини-футболла выляссипе (футзал) районти ăмăртусем пулчĕç. 10 команда 3 ушкăна пайланса вылярĕ. Ушкăнсенчен “Дорстрой”, студентсем тата Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсем (тĕмерсене выляса янине пăхмасăр, çăлпуçсемпе ЖКХ командине çĕнтернĕ) финалта пĕр-пĕринпе тĕл пулчĕç. Шкул команди студентсене 5:1, “Дорстрой” 2:0 шутсемпе çĕнтерчĕç. Пĕр-пĕрин хушшинчи тĕл пулу 1:1 шутпа вĕçленчĕ пулин те, вĕренекенсен командин кăтартăвĕ лайăхрах (пысăк шут) пирки вĕсене 1-мĕш вырăн панă. 3-мĕш вырăн – студентсен. Малтисене медальсемпе дипломсем тата парнесем парса чысланă.
Çавăн пекех турнирта чи лайăх тапăнакан тата чи лайăх вратарь ятсене тивĕçнĕ Артем Семеновпа (6 мечĕк, “Дорстрой”) Александр Лисова (Тăвай шкулĕ) парнесемпе палăртнă.