18 декабря 2009 г.

Иртнĕ шăматкун спорт ветеранне, тĕрлĕ çулсенче районти спорт комитетне, “Урожай” ирĕклĕ обществăн районти советне ертсе пынă Владимир Николаевич Чернов 80 çул тултарнă ятпа Тăвай ял поселенийĕн администрацийĕ шашкăлла выляссипе уçă турнир ирттерчĕ. Çын йышлăнах пухăнаймарĕ, çавах та республика чемпионачĕн икĕ призерĕ – Юрий Владимировпа Алексей Косарев, Вăрмар районĕнчи Н.Дмитриев мастер хутшăнни ăмăртусен сумне палăрмалла ÿстерчĕ. Республика чемпионĕ Ю.Владимировпа А.Афанасьев кандидатсем турнира пĕр çухатусăр утса тухрĕç. Пĕрремĕш 7 очко илме май пур çĕртен 6, иккĕмĕшĕ 5,5 очко пухрĕ. Çавăн чухлех А.Косаревăн. Н.Дмитриев мастер 4,5 очкопа 4-мĕш вырăн йышăнчĕ.
Ăмăртусене В.Николаев интернатра вĕренекен хутшăнчĕ. Вăл очко пухаймарĕ пулин те, хăй ÿсĕмĕшĕн самай аван вылянине кăтартса пачĕ.
Поселени пуçлăхĕ А.Ломоносов турнирта малти 5 вырăн йышăннă спортсмена парнесем парса хавхалантарчĕ, çав шутра – юбиляра та. Владимир Николаевича республикăри шашка федерацийĕ Хисеп грамотипе наградăланă.
Сăн ÿкерчĕкре: турнира хутшăнакансем юбилярпа пĕрле.