15 декабря 2009 г.
Манăн юлташ нумай, анчах вĕсенчен чи çывăххи – Наташа. Эпир унпа иксĕмĕр те 5 класра вĕренетпĕр, пĕр парта хушшинче ларатпăр. Наташăпа мĕн пĕчĕкрен пĕрле выляса ÿсетпĕр, пĕр-пĕринчен инçех те мар пурăнатпăр эпир.
Вăл – ĕçчен хĕрача, тасалăха юратать. Килĕнче яланах тирпейлĕ, пур япала та хăй вырăнĕнче вĕсен. Хаклă тусăм пĕрмаях костюмпа, шурă блузкăпа çÿрет шкула. Тăрăшса вĕренет – дневникĕнче “4” тата “5” паллăсем çеç. Ăна кура эпĕ те лайăх вĕренме тăрăшатăп. Пĕрремĕш чĕрĕке аван паллăсемпе вĕçлерĕм.
Лайăх юлташ пурри мĕн тери аван! “Шанчăклă юлташăн хакĕ çук”, – тесе ахальтен каламан ĕнтĕ. Эпир Наташăпа пĕр-пĕрне пулăшма яланах хатĕр. Вăрттăнлăхсене пытармастпăр, чуна уçса калаçатпăр. Юлташ çумра чухне эпĕ нимĕнле йывăрлăхран та хăрамастăп: Наташа инкекре мана пĕччен пăрахса хăвармассине пĕлсех тăратăп.