15 декабря 2009 г.
Район хаçачĕпе тăтăшах çыхăну тытакан Киччĕ ялĕнчи Валентина Николаевна Дмитриевапа иртнĕ эрне вĕçĕнче телефонпа калаçрăмăр та, вăл хăй 2010 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăма “Ял ĕçченĕ” хаçата çырăнса хуни çинчен хыпарларĕ. Ăна хăй те, упăшки те кăмăлласах вулаççĕ иккен. “Ял ĕçченĕнче” район пурнăçне çутатса панисĕр пуçне, республикăпа çĕр-шыври, хăш-пĕр чухне тĕнчери хыпарсене те вуласа пĕлме пулать”, – тет Валентина Николаевна. Вĕсен ывăлĕ Саша та, Шупашкартан яла килсен, район хаçатне хапăлах алла илет-мĕн. Вăл И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн экономика факультетĕнче виççĕмĕш курсра пĕлÿ пухать. Вĕренÿре тата спортра çитĕнÿсем тăвать. Уйрăмах кире пуканĕ çĕклессипе кăтартусем лайăх. Çакна Тăвай шкулĕнче тата халĕ Шупашкарта университетра вĕреннĕ чухне тивĕçнĕ Хисеп грамотисемпе тав хучĕсем, дипломсем те çирĕплетсе параççĕ. Вĕсем хушшинче Тăвай районĕн пуçлăхĕ Н.И. Иванов панă Тав хучĕ те пур.
Дмитриевсем Киччĕ ялĕнчи Кăнтăр (Южная) урамĕнче пурăнаççĕ. Пурнăç тăршшĕнче Валентина Николаевна комсомолăн пуçламăш организацийĕн секретарĕнче те, бухгалтерта та, бригадирта та тăрăшнă, хальхи вăхăтра госстрах агентĕнче те, “1-ое Мая” ял хуçалăх производство кооперативĕн кадрсен пайĕн инспекторĕпе складсен заведующийĕнче ĕçлеме те ĕлкĕрет.
–Пирĕн урамра тăхăр кил, анчах хальлĕхе икĕ çемье кăна “Ял ĕçченĕ” илсе тăрать. Пĕри эпир пулсан, тепри – Николай Владимирович Карловсем. Арăмĕ ялти клуб директорĕнче ĕçлет, хăй – комбайнер.
Дмитриевсен кÿрши Михаил Кузьмич Егоров та, хăй вăхăтĕнче “1-ое Мая” хуçалăх агрономĕнче тата председателĕнче тăрăшнăскер, çулленех “Ял ĕçченĕ” илсе тăнă. Халĕ вăл ĕçлеме республика тулашне çÿрет. Мăшăрĕ, вăл Мучар ял администрацийĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕччĕ, шел, вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ачисем, Сашăпа Аня, Тăвайĕнче. Саша Валерий Кузьмич предприниматель патĕнче тăрăшать, кăмăллă çамрăк. Аня Тăвайри вăтам шкула çÿрет. Тепĕр ывăлĕ Валерий Самара хулинче çарпа медицина институтне вĕренсе пĕтерет кĕçех. Тен, ку эрнере подписка вĕçлениччен Михаил Егорович та çырăнса ĕлкĕрĕ-ха район хаçатне.
–Ытти кÿршĕсене те сĕнетĕп-ха район хаçатне çырăнса илме, – шантарать Валентина Николаевна.
Хĕле кĕрсен “1-ое Мая” хуçалăхра пуху çине пуху пулнă, юлашкинчен фермăри 40 пуçран та сахалрах юлнă ĕнесене сутса яма йышăннă. Укçи-тенкипе парăмсене татма шутлаççĕ. Иртнĕ эрнере вун пилĕк пуçне сутса янă ĕнтĕ, ыттине кĕç-вĕç чутейсем илсе каймалла. Халĕ выльăхсене тăратма хăйсем патĕнче вырăн хатĕрлеççĕ имĕш. Вăкăрĕсене, ял çыннисен ĕнисене пĕтĕлентерме тесе, унччен ферма заведующийĕ пулнă Елена Краснова туянма кăмăл тунă. Фермăри ĕнесене ăсатса пĕтерсен те витесене пушă лартмасан лайăх ĕнтĕ. Киччĕ – улăх-çаранлă, юхан шывлă ял. Тен, фермерсем, тен ялтах пĕрлешсе сурăх е ытти выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк ĕрчетме кăмăл тăвакансем тупăнĕç; Никамсăр, хуçасăр пушă витесем хăвăрт юхăнма пултараççĕ. Кукăр алăсем те куç хывĕç.
Ферма пĕтни, паллах, ял çыннисене пăшăрхантармасăр тăма пултараймасть. Фермăра ĕмрипе выльăх-чĕрлĕх пулнине хăнăхнă хыççăн çапла çап-çара юлма çăмăл мар пулĕ. Выльăх-чĕрлĕх – сахал-и, нумай-и – хуçалăха тупăш кÿнĕ, çынсене ĕç вырăнĕ туса панă. Ĕнене вара, сăмахран, килте те çур пурнăç, тетпĕр.
Хуçалăх правленийĕн çурчĕ умне кашни ир тенĕ пек пухăнакан çынсем те, ахăртнех, çапла шутлаççĕ. Хыпар-хăнар пĕлме кăна пуçтарăнмаççĕ вĕт-ха ĕнтĕ вĕсем, пурнăç пирки те калаçаççĕ, сÿтсе яваççĕ, мĕнле тусан лайăх пулас пирки шухăшлаççĕ. Ял, хуçалăх шăпи, çĕрпе мĕнле усă курасси хальхи çăмăл мар пурнăçра та унта пурăнакансенчен сахал мар килет-çке. Çитес çул акă вырăнти сыпăкри влаçсене те суйлама вăхăт çитет. Унта та харпăр хăйĕн шухăш-кăмăлне тĕрĕс палăртма пĕлмелле пурнăç хавшаса мар, лайăхланса, вăй илсе пытăр тесен.
Пурнăçра район хаçачĕ те пулăшу. Çавăнпа ăна кашни килтех е икĕ-виçĕ çемье пĕрлешсе те пулса çырăнса илме тăрăшмалла. Киччĕ ялне вăл хальлĕхе сахалтарах пырса тăрать. Правлени çурчĕ умне кунсерен тенĕ пек пухăнакансем хушшинче, эпĕ илтнĕ тăрăх, ĕмрипе Киччĕ ялĕнче пурăнакан тата тăван хуçалăхра ĕçленĕ Иван Михайлович Афонин та, Василий Николаевич Волков та, ыттисем те тăтăшах пулаççĕ. Ку таранччен ерçеймен пулсан, манăн вĕсене пурне те çак эрнере “Ял ĕçченĕ” хаçата çырăнса ĕлкĕрме сĕнес килет. Хакĕ ытлашши пысăках та мар çур çуллăха – 172 тенкĕ те 80 пус. Шанас килет, чылайранпа пенсире пулсан та, паян кун та почтальонра çÿрекен Лидия Ильинична Никитина та “Ял ĕçченне” ку эрнере ытларах çынна çырăнтарма тăрăшĕ. Район хаçатне çырăнакансем, унăн тусĕсем ытларах пулсан, вăл пуян содержаниллĕ те витĕмлĕрех, халăха тата çывăхрах пулĕ.