15 декабря 2009 г.
Статистика кăтартăвĕсем тăрăх пирĕн çĕр-шывра çулсерен 4 миллион хĕрарăм хырăм пăрахать. Чăваш Енре çулсерен аборт тăвакансем – 1700. Пирĕн районта та пур хăйсен пулас ачисем çине алă çĕклекенсем.
Пĕлетĕр-и; Хĕрарăмăн çие юлсан 18 кунтан этем вăрлăхĕн чĕри тапма пуçлать. Çичĕ эрнери ачан пуç мимийĕ йĕркеленсе çитет. Законпа 12 эрне çитиччен хырăм пăрахма ирĕк параççĕ. Çак вăхăт тĕлне пепке пуçне пăрма, чышкисене чăмăртама, çăварне шыраса тупма, пÿрнине ĕмме пĕлет.
Этем пурнăçĕ амăшĕ пĕтĕленсе юлсанах пуçланать. “Эмбрион – чăн-чăн уйрăм этемех, анчах питĕ пĕчĕк”, – тет Америка врачĕ В.Натансон акушер-гинеколог.
Аборт тунă чухне усă куракан инструмент хăй патне çывхарнине туять хырăмри ача, хăраса чĕтреме пуçлать, чĕри минутра 180–200 хутчен тапать, çăварне кăшкăрнă пек карать.
Хĕрарăм хырăм пăрахсан ар органĕсем сиенленме, шыçă чирĕ пуçланма, юн каяс хăрушлăх ÿсме пултарать. Теприсен шыçă чирĕсене пула ача маткăра мар, трубкăра çитĕнме пуçлать. Пулас амăшĕн сывлăхĕшĕн хăрушлăх сиксе тухать вара. Операци тумалла пулать.
Хырăм пăрахни çын вĕлернипе танах. Чиркÿ те çакна йышăнмасть. “Хырăм пăрахса хĕрарăм пысăк çылăха кĕрет. Унăн упăшки те айăплă шутланать”, – тет.
Çавăнпа аборт туса çылăха кĕриччен хырăм юлассинчен упранма пĕлмелле ар çыхăнăвне кĕрекенсен. Презервативпа усă курмалла, хĕрарăмăн спираль ларттармалла, хырăм юлассинчен сыхлакан эмелсем те пур.