АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвайсене Санкт-Петербург та алă çупать (Культура)

15 декабря 2009 г.

Тăвайсене Санкт-Петербург та алă çупать (Культура)

Декабрĕн 3–6-мĕшĕсенче Санкт–Петербургра ачасемпе çамрăксем хушшинчи халăх юррисен тĕнчери III конкурсĕ иртнĕ. Унта Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пухăннă коллективсемсĕр пуçне, Белоруссири, Украинăри, Арменири тата ытти çĕршывсенчи ачасен пултарулăх коллективĕсем хутшăннă. Çавăн пек сумлă конкурсра Тăвайри ача-пăча пултарулăх аталанăвĕн центрĕ çумĕнчи музыка шкулĕнчи “Забава” ансамбль тата Катя Арапова солистка хутшăнма хăйни хăех тĕлĕнмелле пулăм пек. Тĕрĕссипе, ял ачисем Шупашкара та мар, Санкт-Петербурга çитнĕ. Ку çеç-и, унтан III степень дипломпа лауреат ятне илсе таврăннă! Ку, чăн та, темле асамлă пулăм!
–Пире, поезд çинчен ансан, тараватлăн кĕтсе илчĕç, “Санкт–Петербург” ятлă гостиницăна вырнаçтарчĕç. Вăл легендарлă “Аврора” крейсер çывăхĕнчех. Пирвайхи кун хутшăнмарăмăр, акапеллăпа юрламаллаччĕ те (музыкăсăр), иментĕмĕр, çынсене кăна итлерĕмĕр. Пирĕн тăрăхра музыкăсăр юрлама хăнăхтарман ачасене. Ăшра иккĕленÿ те çуралчĕ: ăçта килсе лекрĕмĕр эпир; Анчах тепĕр кунне музыкăпа юрламалла пулчĕ те, чун кĕчĕ. Эпир Чăваш Енрен, çитменнине ялтан пулнине пĕлсен, жюри членĕсем те, йĕркелÿçĕсем те шалтах тĕлĕнчĕç, вĕсен сăн-пичĕсем çуталса кайрĕç. Мĕнле çитни пирки ыйтса пĕлме пуçларĕç. Пирĕн костюмсене те килĕштерчĕç, сцена çинче хăвăра профессионал юрăçсем пекех тытатăр, терĕç. Ку пире хăюлăх кÿчĕ. Юрлакан нумай: ансамбльсем те, солистсем те. Концерт ирхине 11 сехетрен пуçласа 21 сехетчен пычĕ. Пирĕн хĕрачасем 88-мĕш юрларĕç. Катя хăйĕн репертуарĕнчи “Чăн та мар-и çав” чăваш халăх юррине тата вырăсла «Топится в огороде баня» юрра юрласа пачĕ. “Забава” ансамбль (Катя, Алена Вьюник тата Таня Семенова) “Сик, тух!” тата вырăслине “Как за двором” пурнăçларĕ (условисемпе килĕшÿллĕн унта 1 юрă хамăр халăхăнне тата теприне вырăс халăхăнне юрламаллаччĕ). Пурте ăнăçлах пек, сисрĕм, жюри (унта музыка профессорĕсем, тава тивĕçлĕ артистсем 15 çынран кая мар) пирĕн “Сик, тух!” юрра хытă килĕштерчĕ. Телевиденипе ÿкерчĕç, радиоран та пулчĕç. Анчах пире результатсем пирки каламарĕç-ха, йăлтах декабрĕн 6-мĕшĕнчи Гала-концертра паллă пулать терĕç. Тепĕр кунне гостиницăна шăнкăравласа пĕлтерчĕç пирĕн номерсене Гала-концерта илни, репетицие пымалли çинчен. Пурте савăнса ÿкрĕмĕр. Çавăн чухлĕ коллектив хушшинче пире çапла палăртаççĕ тесе шутлама та пултарайман, – каласа пачĕ çамрăк юрăçсен ертÿçи Надежда Владимировна Петрова.
Çапла Тăвайри музыка шкулĕнче вĕренекенсем пĕччен юрласа та, ансамбль-триопа та 3-мĕш премисене тивĕçнĕ. Маттурисенчен те маттуртарах тесе калас килет вĕсем пирки. Тавах халăх юррисен уйрăмĕнче вĕренекенсен Турă панă çавăн пек ăста педагог-музыкçă Надежда Владимировна Петрова пур. Тавах хальхи пурнăçра ачасене çавăнта çити кайма çул уçса панă ырă чун-чĕреллĕ спонсорсене. Пирваях ку “Чутеевский” ЯХПК председателĕ Виталий Петрович Гурин, Тăвайри йăла çуртне тытса тăракан Александр Витальевич Хумышев, Николай Николаевич Кольцов предпринимательсем. ЧР тата РФ культурăсен тава тивĕçлĕ ĕçченне Людмила Николаевна Нянинана ачасене тумсемпе тивĕçтернĕшĕн çĕре çити пуç таймалла. Райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн ертÿçине Владимир Яковлевич Шакрова та тав сăмахĕ каламалла, вăл йывăрлăхсене пăхмасăр, тăвайсене конкурса хутшăннăшăн взнос тÿлеме укçа-тенкĕ тупнăшăн. Çапла Тăвайри музыка шкулĕнче вĕренекенсем ырă çынсем пулăшнипе тăван район, тăван республика чысне Санкт-Петербургра та ÿкермен.
 
Сăн ÿкерчĕкре: “Забава” ансамбльпе унăн ертÿçи Н.Петрова жюри членĕсем хушшинче.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика