АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Тĕпел” клуб йĕркеленĕ (Общество)

15 декабря 2009 г.

Зоя Васильевна Герасимована кăçалхи октябрьте Енĕш Нăрвашри ветерансен канашне ертсе пыма суйларĕç. Унтанпа ветерансен юхăмĕн ĕçĕнче ырă улшăнусем палăрма тытăнчĕç. Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне паллă тума ялти библиотекăна (мероприятисем ытларах чухне унта иртеççĕ) çын чылай пуçтарăнчĕ. Ял поселенийĕн пуçлăхĕ Р.Кузьмина пухăннисене поселени ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, сывлăх тĕлĕшĕнчен кăлтăк пур çынсене вăрăм кун-çул, телейпе ăнăçу сунчĕ. Умри тĕллеве çухатмасăр, общество пурнăçĕнчен юлмасăр пурăнма вăй-хал сĕнчĕ. Инвалидсемпе ĕç ветеранĕсем хăйсем хатĕрлесе килнĕ апат-çимĕçе астивсе чей ĕçрĕç, иртнĕ кунсене аса илсе ларчĕç, юрăсем юрларĕç. Уйрăмах Раиса Сергеева хастар пулнине палăртмалла. Вăл юрласа кăна мар, ташласа та пачĕ.
Ветерансен канашĕ çумĕнче “Тĕпел” клуб йĕркеленĕ. Ялта ал-ĕç тума, тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме юратакансем сахал мар. Хĕрарăмсем тĕрлĕ япаласем çыхма, тĕрлеме ăста. Пĕрле пухăнаççĕ те клуб занятине, пĕр-пĕрин ĕçĕпе паллашаççĕ, канашласа пĕр-пĕринчен вĕренеççĕ. Г.М.Степанова, М.Д.Арестова, Г.Н.Сергеева тата ытти ветерансем пуçаруллă, канаш ĕçне хастар хутшăнаççĕ. Акă ялти ветерансемпе хĕрарăмсен канашĕсем декабрĕн 8-мĕшĕнче библиотекăра ал-ĕç ĕçĕсен куравне йĕркелерĕç. Садике çÿрекенсем, Л.Павлова воспитатель ертсе пынипе, пухăннисене “Автанпа тилĕ” юмах лартса пачĕç.
Çакна та палăртмалла. З.Мижеевапа Н.Дмитриева библиотекарьсем, клуб ĕçченĕсем культура вучахне çÿрекенсене яланах тарават, сĕтел хатĕрлеме те, курав йĕркелеме те, кирлĕ литература тупма та пулăшаççĕ. Кунта телеваизор та, Интернет çыхăнăвĕ те пур. Хĕллехи вăхăтра совет уйăхра икĕ хут пухăнасшăн. Занятисене ĕç ветеранĕсем кăна мар, ял хуçалăх производствинче е ытти сферăра ĕçлекен çамрăкрах хĕрарăмсем те хаваспах çÿреççĕ. “Тĕпел” клубăн черетлĕ занятине декабрĕн 22-мĕшĕнче йĕркелеме палăртнă. Çĕнĕ çул умĕн хĕрарăмсем уяв сĕтелне капăрлатас темăна пăхса тухасшăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика