АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи лайăх ĕç Иван Павловăн (Общество)

15 декабря 2009 г.

Чи лайăх ĕç Иван Павловăн (Общество)

Кăçал, çамрăксен çулталăкĕнче, 2010 çулхи пĕтĕм çĕршыври халăх çыравне халалласа республикăри ачасемпе çамрăксем хушшинче “Манăн килĕм – тăван Чăваш Ен” конкурс ирттернĕ. Унăн тĕллевĕ – çамрăксем патне халăх çыравĕпе пĕлтерĕшĕ пирки ансат формăпа информаци çитересси, ачасен творчество ĕçĕсем урлă ăна халăх хушшинче сарасси.
Конкурса республикăри хуласемпе районсенчен 200 яхăн ĕç тăратнă. Çавăн пекех республика тулашĕнчи çамрăксем те активлăх кăтартнă. Тĕслĕхрен, Белоруç, Пушкăрт, Тутар Республикисенчен, Оренбург, Тюмень облаçĕсенчен, Мускав хулинчен те хутшăннă.
Жюри хаклавĕ тăрăх, конкурсри чи лайăх ĕç пирĕн районти Çĕнĕ Пуянкассинчи вăтам шкулта вĕренекен Иван Павловăн. 7 класс ачи пултарулăх ĕçĕнче спичка пĕрчисемпе усă курнă, ялти кил хуçалăха, пÿрт умĕнче çыравçăпа ватă çын калаçнине хăйне евĕрлĕ сăнласа панă, паянхи пурнăçпа çыхăнтарнă.
Творчество ĕçĕсене виçĕ ÿсĕм ушкăнĕнче хакланă. Палăртма кăмăллă, чи пĕчĕккисем (1–4 классем) хушшинче пĕрремĕш вырăна Тăвай районĕнчи Тĕмер шкулĕнче 1 класра вĕренекен Дмитрий Кувшинов йышăннă. Вăл конкурса ÿкерчĕк тăратнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика