15 декабря 2009 г.
Енĕш Нăрваша почта, кунти çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Ирина Анатольевна Михайлова каланă тăрăх, тăххăр иртсен пырса çитет. Вăл, ытти хаçат-журналпа пĕрлех, вулакансем патне эрнере икĕ хутчен “Ял ĕçченĕ” хаçатăн çĕнĕ тиражне те илсе çитерет. Район хаçатне енĕшнăрвашсем пурĕ 136 экземпляр илсе тăраççĕ паянхи кун. Татьяна Степпановна Николаева, Галина Петровна Спиридонова тата Татьяна Геннадьевна Краснова почтальонсем ăна, çыхăну уйрăмĕнчи ĕçĕсене вĕçлесе, вунпĕр хыççăн подписчиксене валеçме тухса каяççĕ. Почтальонсем хушшинче ĕнер-паян кăна çак ĕçе кĕрĕшнĕ çынсем çук. Çавăнпа вĕсем хăйсен ĕçне те, тивĕçне те лайăх пĕлеççĕ. Çыхăну уйрăмĕн начальникĕ хăйĕнпе пĕрле ĕçлекенсем пирки ырăпа асăнчĕ. “Хамăр хушăмăрта та, çынсемпе те пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме тăрăшатпăр”, – терĕ. Почтальонсем вĕт кашни киле çитеççĕ, кашнин шухăш-кăмăлне пĕлсе тăма тăрăшаççĕ, районпа, республикăпа, çĕр-шывпа е, урăхла каласан, тĕнчепе подписчиксем, почта услугисемпе усă куракансем хушшинчи çыхăнăва йĕркелеççĕ. Районпа ял çыннисем хушшинчи çыхăнăва “Ял ĕçченĕ” нумайрах çырăнтарса та ытларах çирĕплетме май пур.
–Район хаçачĕ ял çыннисем патне халичченхинчен ытларах та килсе тăтăр тесе тăрăшатпăр халĕ, – терĕ Ирина Анатольевна. Ырă ĕмĕт-шухăшлă, тарават çынна епле шанмăн;
Çак ял çынни, эпĕ çывăх пĕлекен Владимир Витальевич Владимиров та 2010 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăма “Ял ĕçченĕ” çырăнни çинчен шăнкăравласа пĕлтерчĕ. “Ятарласах çыхăну уйрăмне кĕрсе тухрăм”, – терĕ вăл. Тавах ăна! Ку вăхăтчен подписка йĕркелесе ĕлкĕрейменнисем те çак кунсенче ун пекех активлă пуласса шанас килет.