АУ «Редакция Янтиковской районной газеты «Ял ěçченě» («Сельский труженик») Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттур хĕр ача (Образование)

11 декабря 2009 г.

Маттур хĕр ача (Образование)

Чутей шкулĕнчен 10 класра вĕренекен Евкатерина Васильева çак диплома районти шахмат турнирĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннăшăн тивĕçнĕ. ЧР Президенчĕн Кубокне командăпа чутейсем çĕнсе илнĕ кăçал. Çак çитĕнÿре Катьăн тÿпи те пысăк. Вăл икĕ арçын ачапа пĕрле шкул чысне хÿтĕлеме хутшăннă. Маттур хĕр ача ытти спорт ăмăртăвĕсенче те çитĕнÿсем тăвать. Дневникĕнче пур предметпа та “пиллĕксем” анчах унăн. Ытти çулсенчи пекех, 2009 çулта та, тĕрлĕ предметпа районти олимпиадăсенче тарăн пĕлÿ кăтартнă.
–Катя нумай вулать, çĕннине пĕлме ăнтăлать, çавăнпа тавракурăмĕ пысăк. Ыттисене яланах пулăшма хатĕр. Класра лидер шутланать, – теççĕ ун пирки юлташĕсем.
Шкулта иртекен мероприятисенче активлă вăл. “Сывă пурнăç йĕркишĕн” акци вăхăтĕнче КВН йĕркелес ĕçре те пуçаруллă пулнă, хăй те унта хутшăннă.
 
Сăн ÿкерчĕкре: Е.Васильева шахматистсен ăмăртăвĕ хыççăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

СЕРВЕР ОРГАНОВ ГОСУДАРСТВЕННОЙ ВЛАСТИ РФ  

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика